Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă выраççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

28 июля 2015 г.

 

Районти хуçалăхсем тырă вырма тухрĕç. Ку ĕç «Новый путь», «Авангард», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче, Г.Исаев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче ăнăçлă пуçланчĕ. Июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 184 гектар çулнă тата çапса тĕшĕленĕ. Çав шутран кĕрхи тулă - 144, ыраш 40 гектар. Тырă пĕтĕмпе 497 тонна çапса тĕшĕленĕ. Районти вăтам тухăç - 27 центнер.

Кĕр тыррисене акма çĕр 1820 гектар хатĕрленĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Утă 2250 тонна (87,9 процент), сенаж - 7200 тонна (140,4 процент), силос 1800 тонна (29,5 процент) янтăланă. Кашни условнăй ĕне выльăх пуçне 21,7 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика