Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталанать

31 июля 2015 г.

Кăçалхи январь-июнь уйăхĕнче мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 1245,8 тонна аш-какай, 12690,3 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 102,8, сĕт туса илесси 100,6 процентпа танлашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай 198,8 тонна (115,6 процент) туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле сăвăм - 2055,5 тонна (103 процент). Кашни ĕнерен 3055 килограмм - иртнĕ çулхинчен 105,5 килограмм ытларах сĕт суса илнĕ. Сĕт туса илессипе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ. «Авангард» хуçалăхсем чи лайăххисем, аш-какай туса илессипе те - «Новый путь» тата Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем.

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче ĕне выльăхсем - 10257 пуç, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2197 пуç. Ĕнесем пĕтĕмпе 5184 шутланаççĕ, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 673 кăна. Сыснасем пурĕ 1900 пуç пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче 434 пуç. Сурăхсемпе качакасем 9911 пуç пулни паллă, çав шутран хуçалăхсенче каллех сахал - 85 пуç кăна.

Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсем талăк- ра 636-шар, сыснасем 394-шар грамм ÿт хушнă. Ĕне выльăхсене самăртассипе «Новый путь», «Авангард» хуçалăхсен, сыснасене хушăнтарса пырассипе «Новый путь», «Правда» хуçалăхсен кăтартăвĕсем лайăхрах.

Иртнĕ ултă уйăхра 456 пăру, 576 çура илнĕ.

Анатолий ПРОХОРОВ, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика