Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » "Раççейри ĕç" порталăн çĕнĕлĕхĕсем

01 августа 2015 г.

 Раççейре "Раççейри ĕç" (trudvsem.ru) рекрутинглă портал ĕçлеме тытăннă. Вăл - гражданина ĕç тупма пулăшнипе пĕрлех ĕçпе тивĕçтерекене хăйне кирлĕ специалистсене суйласа илме май паракан сайт.

Сайтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен вакансийĕсене кăна мар, ĕç сĕнекенсем панисене те, çавăн пекех вырăн шырассипе тата суйлассипе çыхăннă порталсенчен илнисене те пухнă. Ĕç шыракан çырăнтару йĕркелесен ăна Раççейĕн кирек хăш регионĕнчи хăйне юрăхлă вакансисем çинчен информаци ярса параççĕ. Ĕç сĕнекенсем вакансисене унта вырнаçтарнипе пĕрлех кирлĕ специалиста хăйсем шыраса суйласа илееççĕ.

Ĕç шыранисĕр тата суйланисĕр пуçне сайтра информаци пайĕ пур, унта вăл е ку регион илĕртỹлĕхĕ, пурăнмалли вырăн, шалу, хаксен шайĕ пирки пĕлме пулать.

Порталăн сумлă клиенчĕсен йышне "Газпром" АУО, патшалăхăн "Ростех" корпорацийĕ, "Раççей почти" ФПУП тата "РЖД" АУО кĕнĕ те ĕнтĕ. Headhunter тата Job.ru сайтсем те порталпа килĕшỹ çирĕплетнĕ.

"Раçейри ĕç" порталпа интересленекен вакансисем сĕнекен регионти предприяти-организаци ăçтарах ларнипе, çавăн пекех социаллă инфратытăм объекчĕсем, ача сачĕсем, шкулсем, медицина учрежденийĕсем çинчен пĕлме май килет, çапла тумашкăн унăн интерактивлă карта пур.

Портал çĕнĕлĕхĕ - ăна шырав системисемпе çыхăнтарни. Тĕслĕхрен, тепĕр хулара ĕç суйласа илнĕ çыннăн унта куçса каймалла пулса тухсан "Яндекс" тăрăх çав вырăнти инфратытăма тĕпчеме пултарать. Кунтах Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен официаллă контакчĕсене кĕртнĕ, çавăн пекех вĕсемпе тĕплĕн паллаштаракан информацие кăтартаççĕ.

Портала федерацин "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - ĕç ресурсĕсен куçăмне ỹстермешкĕн тивĕçлĕ услови туса парасси.

Е.ЖУКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика