Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр! кĕрлерĕ Мăнçырма..

16 июля 2015 г.

Кĕр! кĕрлерĕ Мăнçырма..

Июлĕн 9-мĕшĕ Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче пурăнакансемшĕн ĕлĕкех пысăк уяв шутланнă. Çак кун пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, ют ялсенчен тăван-пĕтен килнĕ. Пурте пĕрле кĕрекере пухăнса савăннă, юрланă, ташланă... 18 çул каялла вара Мăнçырма уявне ялйыш официаллă йĕркепе ирттерме йышăннă. Çавăнтанпа халăх çулсерен июлĕн 9-мĕшĕнче ял çумĕнчи пысăк лапама пухăнать. Çак уяв тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрле пухать, вĕсене пултарулăх ĕçне, спорта явăçтарать.
...Тихвин Турă амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕнчи чан сасси Мăнçырма ял уявĕ пуçланнине аса илтерсе кĕлле йыхравларĕ. Литургие ирттерме Канаш-Тăвай епископĕ Стефан та хутшăнчĕ. Служба хыççăн халăх хăнăхнă йăлапа ача-пăча шавĕпе кĕрлесе тăракан, хĕрсех суту-илÿ пыракан, сăмсана шашлăк шăрши кăтăклакан уçланкăналла çул тытрĕ.
Кăçалхи уява "Ĕмĕт" фольклор ансамблĕ "Ай-хай, улма йывăççи" юрăпа пуçларĕ. Унтан ял тăрăхĕн пуçлăхне Валерий Семенова сăмах пачĕç. Вăл ялĕн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Мăнçырма - пысăк ял: 1400 ытла çын пурăнать, 500 ытла хуçалăх. Юлашки çулсенче ытти районсенчен килсе çурт туянса кунта тĕпленекенсем йышланнă. Çамрăксем те тăван тăрăхрах юлма тăрăшаççĕ. Вĕсем ял хуçалăхĕнче, ытти тытăмра тăрăшса ĕçлеççĕ. Патшалăх вĕсене пурăнмалли условисене лайăхлатма, ытти енĕпе пулăшать.
Унтан Валерий Николаевич ялăн общество пурнăçне, спорт, культура мероприятийĕсене хастар хутшăннă çынсене, çурхи уй-хир ĕçĕсенче палăрнă хастарсене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе чысларĕ, тав турĕ. Тăван ял ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Валерий Ивановпа Юрий Афанасьев Мăнçырма ялĕн Хисеплĕ гражданинĕсем пулса тăчĕç.
Мăнçырма тăватă ĕмĕр каялла никĕсленнĕ. Çак ял сăпкинчен сахал мар пултаруллă çын çунатланса тухнă. Тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов. Вăл халĕ те тăван ялне пушă алăпа килмен. Ентешĕсене А.Галкинпа пĕрле хатĕрленĕ юрра парнелерĕ."Ÿлĕмрен çак юрăпа ялти мĕнпур уява пуçлăпăр", - терĕ вăл. Мăн-çырма гимнне уява пухăннă мĕнпур çын пуçласа пĕрремĕш хут пĕрле юрларĕ. Унтан Юрий Михайлович ачасене юмах тĕнчине илсе кĕрсе кайрĕ. Пĕчĕккисен савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ.
- Пуян историллĕ çак ял пирки 1976 çулта кĕнеке кăларнă, - терĕ Мăнçырмасене саламлама уява килнĕ ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова. - Çак кăларăма çĕнĕрен кун çути кăтартма вăхăт çитрĕ пулĕ. Ку тăрăхран тухакан чаплă, пултаруллă çынсем йышлансах пыраççĕ. Вĕсен мухтавлă ячĕсем ял историне çырăнса юлма тивĕç. Мăнçырма кунран-кун улшăнса, илемленсе, инфратытăмĕ çулран-çул аталанса пырать. Ял халăхĕ культурăра, спортра, ытти енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Мăнçырман аваллăхĕ мухтавлă, паянхи куна вăл тивĕçлĕ ирттерет, малашлăха çирĕп утать.
Татьяна Васильевна ялти пултаруллă çынсене ЧР Ялхуçалăх, Культура министерствисен Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Ял уявĕнчи курăмлă тепĕр пулăм вăл - маунтинбайк енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсем. Çак тупăшăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов пуçарнипе 15 çул каялла йĕркелеме пуçланă. Кăçал та ăмăртусене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăк спортсменсем хастар хутшăнчĕç.
Мăнçырмасене çавăн пекех Вăрмар район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Николай Павлов, Мăнçырма вăтам шкулĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Владимир Николаев, ялти чиркÿ пачăшки Леонид атте тата ыттисем саламларĕç. Уяв - чăн-чăн кану кунĕ пулчĕ. Пĕчĕккисем тĕрлĕ вăйăра савăнчĕç. Аслисем волейболла, шашка-шахматла выляса тупăшрĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ уява илемлĕ юрă-ташăпа пуянлатрĕ.
В.БАГАДЕРОВА.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика