Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: сăвăссем

17 июня 2015 г.

Тимлĕх тата асăрханулăх пирки аса илтерме, чăнах та, сăлтав пур. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пирĕн регионта сăвăссенчен шар курнă 44 тĕслĕхе шута илнĕ, çав шутра - 17 ача. Сад-пахчара (Шупашкар, Красноармейски, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ытларах) та, кану вырăнĕсенче те, çавăн пекех вăрман-парксенче (Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче) те вĕсем çакланнă.

Палăртмалла, пирĕн тăрăхра пăчă климатлă çĕршывсенче анлă сарăлнă сăвăссем - иксод (ик-содовые) - тĕл пулаççĕ. Тĕрĕссипе, çак мурсем тĕнчипех куçса çỹреççĕ.

Иксод текен сăвăссем питĕ чăтăмлă. Хĕле те парăнмаççĕ, вĕсем пурăнакан вырăна шыв илсен те çавăнта 12 кун ним мар пурăнаяççĕ. Тĕлĕнмелле, ку йышри ама выçăлла та 7 çул таран вилмест. Çитменнине вăл 5 пин таран çăмарта кăларать.

Çуркунне пуçлансанах, ỹссе çитĕннĕ сăвăссем апат шырама тухаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем курăксен, тĕмсен, йывăçсен тунисем çине хăпараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шăрша, температурăна, çĕр хумханăвне сисĕмлĕ. "Тăрантаракан" (çын е выльăх) килнине туйсанах ун çине куçаççĕ. Ỹте шăтарса кĕрсе юна ĕмме пуçлаççĕ.

Палăртмалла, сăвăссем пур çĕрте те тĕл пулмаççĕ. Вĕсем ытларах нỹрĕк вырăнсене кăмăллаççĕ.

Вĕсенчен сыхланма халĕ аптекăра тĕрлĕ хатĕр сутаççĕ. Выльăха сăвăссенчен сиплемешкĕн инсектицидсемпе 7-10 кунра пĕрре усă курмалла. Ветеринари аптекисенче паян çак препаратсене сутаççĕ: "Бутокс", "Неосто-мазан", "Суминак". Йытăсем тата кушаксем валли ятарлă мăйкăчсем пур.

Владимир МАТВЕЕВ, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн патшалăхăн аслă инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика