Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх хуçалăхсен йышĕнче

26 июня 2015 г.

Республикăри ял хуçалăх организацийĕсен ĕçне тишкерсе тухса малтисене палăртасси ырă йăла пулса тăчĕ. Предприятисен мониторингĕ тата рейтингра вырăнсене палăртасси АПК ыйтăвĕсемпе, ял хуçалăх министерствин коллегийĕн правительство комиссийĕ туса хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ методикăпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче «Агропромышленность комплексне хăвăрт аталантармалли çĕнĕ майсем» темăпа «çавра сĕтел» пулса иртнĕ. Унта, 2014 çулхи кăтартусем тăрăх, Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсен рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пĕлтернĕ.

«Агро-100» клубăн йышне Элĕк районĕнчи виçĕ ял хуçалăх организацийĕ кĕнĕ. Кусем - «Новый путь» (ертÿçи Иван Игнатьев), «Авангард» (Сергей Петров), Ульянов ячĕллĕ (Светлана Порфирьева) хуçалăхсем.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика