Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Глаукомăран тĕрĕсленни пĕлтерĕшлĕ

02 июня 2015 г.

Куçăн вăраха кайнă чирне глаукома тесе палăртаççĕ. Ку чухне куçăн юн пусăмĕ вăхăтăн-вăхăтăн хăпарать е пĕр вĕçĕмех çавăн пек тăрать. Асăннă чир кирек хăçан та аталанма пултарать. Унпа анчах çуралнă ачасем те чирлес хăрушлăх пур. Ытларах чухне вара глаукомăпа çулланнă, ватă çынсем аптраççĕ. Чылай чухне ку чир нихăçан та сыватайми суккăрлăхăн пĕрремĕш сăлтавĕ пулса тăрать.

Çулсем иртнĕçемĕн куçра улшăнусем пулнипе глаукомăн пĕр тĕсĕ аталанать, вăл çынсем хушшинче тăтăшах тĕл пулать. Çавăн пекех куçăн ытти чирĕсене пула та глаукома пулма пултарать.

Нумай чухне чир çынна систермесĕр, вăрттăн аталанать. Кун пек чухне никам та ыратнине туймасть. Çынсем куç вичкĕнлĕхĕ чакма пуçланине сиссен, чирĕн юлашки тапхăрĕнче çеç тухтăр патне килеççĕ. Глукома икĕ куçа та сиенлетет.

Глаукома паллисем çакăн пек: асăннă чир чухне çын тĕтреллĕ курма пуçлать, куç ыратать, туртать. Уйрăмах каçхине куç япăх курма пуçлать. Çутă çине пăхсан куç умне тĕрлĕ тĕслĕ çаврасем тухаççĕ.

Глаукомăран çийĕнчех сипленмесен çын суккăрланса ларать. Вăхăтра тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илсен куç кураслăхне нумайлăха сыхласа хăварма пулать.

Çавăнпа та 40 çултан иртнисен тăтăшах офтольмолог патĕнче куçри юн пусăмне тĕрĕслеттермелле. Глаукомăна эмелпе тата хирурги мелĕпе сиплеме пулать. Çын глаукомăн хăш тĕсĕпе чирленине кура кашнине уйрăм сиплеççĕ.

Енчен те тухтăрсем сирĕн глаукома тесе палăртнă пулсан та шикленсе ÿкме кирлĕ мар. Тухтăр каланине тĕпĕ-йĕрĕпе пăхăнсан тата 3 уйăхра пĕрре куçри юн пусăмне виçтерсе тăрсан пациент ыттисем пекех йĕркеллĕ пурăнма пултарать.

2014 çул вĕçĕ тĕлне пирĕн районта асăннă чирпе чирлекен 86 çын сăнавра тăнă. 2015 çул пуçланнăранпа тата тепĕр 3 çынна учета илнĕ. Çавăн пекех çакна та палăртса хăвармалла, ытти чирсем пекех глаукомăпа 35 çултан иртнисем те чирлеççĕ.

Çут çанталăк илемне курса ĕмĕр ĕмĕрлес тесен тухтăр сĕнĕвне çирĕп пăхăнмалла, сывлăха тĕрĕслесе тăмалла.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика