Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Капмар çуртсем тыткăнлаççĕ

03 июля 2015 г.

Мăн Шĕвĕш ялĕн вĕçĕнче ĕне ферми пулни асрах-ха. Унта ĕçлеме пачах та çăмăл марччĕ. Ĕне сăвакансемпе вĕсене пулăшакансем мĕнпур ĕçе алă вăйĕпе пурнăçлатчĕç. Картишĕнче йĕпе-сапа вăхăтра пылчăк çăрăлатчĕ. Чăнах та, питех те нушаллăччĕ кунти пурнăç.

Кунсем, çулсем иртнĕ май ырă улшăнăвĕ те пулчĕ. Çĕнĕ ферма урăх вырăнта - яла пырса кĕнĕ çĕрте тап-таса уйра çĕкленчĕ. Темиçе çул хушшинче çурт хыççăн çурт ÿссе ларчĕ. Пурте кирпĕчрен, ятарлă проектпа килĕшÿллĕн хăпартнă вĕсене. Территорие талккăшпех бетонласа хытарнă. Кунта çу кунĕсенче кормушкăсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечек ешернинчен тĕлĕнмелле те пур. Юлашки вăхăтра йĕри-тавра ку чухнехи материалтан кăн-кăвак карта тытса çаврăнни производство объектне пушшех те мăнаçлăх кÿрет.

- Кунти пысăк стройкăра таçти аякри çынсем ĕçлемен. Хамăр хуçалăхра хамăрах вăй хутăмăр. Çулленех пĕрер çурт çĕкленĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ, - каласа парать Шĕвĕшри строительство бригадин бригадирĕ Гордей Борисов.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Новый путь» хуçалăхăн Шĕвĕшри производство уйрăмĕнче строительство енĕпе вăй хуракансем çиччĕн-саккăрăн. Кусем - Виталий Димитриев, Александр Димитриев, Николай Васильев, Виталий Арсентьев, Виталий Максимов, Геннадий Александров.

Сăмах май каласан, «Новый путь» хуçалăхра строительство бригадисем виççĕ. Вĕсем çулталăкĕпех хĕрÿ ĕçре. Виталий Орлов инженер-строитель ертсе пынипе ку тăрăхра çурт хыççăн çурт çĕкленет. Бригадăсем ăмăртсах ĕçлеççĕ, пĕри тепринчен хастарри вара куç кĕрет. Ахальтен мар обществăлла выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене çĕнетсе çитернĕ ĕнтĕ.

- Иртнĕ çул пăрусен механизациленĕ витине ĕçе ятăмăр. Черетре - тепĕр обьект. Сĕт-çу комплексĕнчи пăрулаттармалли ĕнесен витине тăвассипе тимлетпĕр.

Строительство ĕçĕсене пĕлтĕрех тытăннăччĕ. Объектри стройка кăçал малалла тăсăлчĕ. Пысăк çурт çывăх вăхăтрах хатĕр пулĕ, - хавхаланса каласа пачĕ Шĕвĕшри строительсен ертÿçи Гордей Борисов.

Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Ун пеккисене валли ĕçĕ те тупăнсах пырать. Пĕлтĕр Шĕвĕшри ылтăн алăллă çынсем сысна ферминчи вите тăррине юсаса çĕнетнĕ. Вĕсем сенаж хранилищине пысăклатассипе те вăй хунă. Çавăн пекех Юлăшри ĕне витин, утă хранилищин тăррисене те çĕнĕрен витнĕ.

Строительсем материалĕсене те хăйсемех янтăлаççĕ. Вĕсем хĕл кунĕсенче хуçалăх вăрманĕнче ĕçленĕ, йывăç касса турттарнă, вырăнти пилорамăра чус-хăмине те çурса хатĕрленĕ.

Ĕç йĕркине пĕлсен ăнăçу пулатех. «Новый путь» хуçалăхра строительство ĕçĕсем çулленех кал-кал пыраççĕ, ахальтен мар çурчĕсем капмар та илемлĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика