Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьева “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйлама кандидата тăратнă

30 июня 2015 г.

Михаил Игнатьева “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйлама кандидата тăратнă

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Михаил Игнатьева “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйлама кандидата тăратни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. “Единая Россия” партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XXII конференцийĕн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М. Игнатьев, вырăнти 26 парторганизацирен 115 делегат, çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем А. Аршиновапа Р. Тихонов, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ыттисем — пĕтĕмпе 1000 ытла çын хутшăннă. Вăрттăн сасăланă хыççăн 115 делегатран 114-шĕ “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйлама ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевшăн сассине пачĕ. Пĕр бюллетене тĕрĕс мар тесе йышăннă. Михаил Игнатьев конференцине хутшăннисене хăйне шаннăшăн тав турĕ, политика кĕрешĕвĕ çăмăл килменнине, çавăнпах пĕрлехи команда йĕркелемеллине, çакна суйлавçăсене конкретлă ĕçпе çирĕплетсе кăна тума май пуррине палăртрĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика