Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç урапи малаллах...

02 марта 2013 г.

Пурнăç йĕркипе килĕшÿллĕн вăхăт çитсен тивĕçлĕ канăва каймалли çитет. Анчах та коллективра, çынсем хушшинче хăнăхнă лайăх ĕçчене ĕç вырăнĕнчен пĕрре те ярас килмест. Сăмахăм Чулкасри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан Нина Михайловна Александрова çинчен пырать.

Халăхпа яланах сăпайлă, ырă кăмăллă вăл. Ĕç кунĕ клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессинчен пуçланать унăн. Газшăн, çутăшăн, телефонпа усă курнăшăн тÿлеме васкать ял халăхĕ почта çыхăнăвĕн уйрăмне. Ăш-пиллĕ хĕрарăм пурин кăмăлне те туллин тивĕçтерет, çынсене хаçат-журналпа, тĕрлĕ таварпа паллаштарать. Пĕр коллективра туслă ĕçлекен почтальонсем те, куллен почта çыхăнăвĕн уйрăмне килекенсем те ырă сăмахсем кăна калаççĕ Нина Михайловна пирки.

Н.Александрова Чулкас ялĕнчех çуралса ÿснĕ, çак ялтах шкултан вĕренсе тухнă. Шкул хыççăн çамрăк хĕр Хусанти шутпа кредит техникумĕнче ăс пухнă, кредит инспекторĕн профессине алла илнĕ. Ялти совхозра 26 çул шут ĕçĕнче ĕçленĕ. 1982 çулта Нина Чулкас каччипе Святослав Александровпа пĕрлешсе пĕр çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем 3 ача - икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ: Алексей, Николай, Алена. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ. Вăталăх ывăлĕ Николай нумай пулмасть кăна çемьеленнĕ-ха, мăшăрне вара Латвирен илсе килнĕ. Интернет урлă паллашса çемье çавăрнă иккен çамрăксем, халĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ, Алексей, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, хулара пĕр фирмăра тăрăшать. Хĕрĕ Алена вара Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухма хатĕрленет. Нина Михайловна хăйĕн хунямăшĕпе те лайăх хутшăнура пурăнать. Уйрăмшарăн пурăнаççĕ пулин те туслă çыхăну тытсах тăраççĕ. Кинĕ тăван хĕрĕ пекех çывăх уншăн. Мăшăрĕпе, ачисемпе, тăванĕсемпе чунтан савăнса пурăнать ырă кăмăллăскер.

Тивĕçлĕ канăва тухсассăн пурнăçламалли тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсем те чылай-ха унăн, çĕнĕ вăй-хăватпа çĕнĕ пурнăç пуçлама хатĕр Нина Александровна. Ăнăçу сунатпăр ăна!

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика