Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юррисем Раççейĕпех саланнă

20 июня 2015 г.

Педагог та юрăç, композитор

Тава тивĕçлĕ чăн-чăн ĕçчен.

Тăван халăхшăн вăй-халăр çиттĕр

Тата нумай çул савăнăç кỹме.

Патреккел сирĕнпеле çĕклентĕр

Çулсерен чап-хисепре, çỹле.

Çамрăкĕ, ватти-вĕтти килентĕр

Янăравлă юрă-кĕвĕпе.

Г.ИВАНОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Шăмăршă ялĕ.

Рысайкинăра - хăнара

Самар облаçĕнчи чăвашсен "Пехил" культура пĕрлĕхĕ пуçарнипе Похвиçнĕ районĕ чăмăртаннăранпа 86 çул çитнипе нацисем хушшинчи 18-мĕш Акатуйĕ Рысайкино ялĕнче иртрĕ. Ăна чăвашсен ĕлĕкхи уявĕ манăçа ан тухтăр, республика тулашĕнчи чăвашсемпе туслă çыхăну ан татăлтăр тесе йĕркеленĕ.

Ку тăрăхра тĕпленнĕ чăвашсене курса савăнмалли çителĕклех пулчĕ. Рысайкино - илемлĕ ял. Вăл Жигули сăрт айлăмĕнче вырнаçнă. Пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Тахçанхи çывăх тăвансем пек ырă суннипе чуна ăшшăн кĕрсе юлчĕç тĕлпулу саманчĕсем. Çĕр ĕçченĕсен аслă уявне Оренбург, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Пушкăрт, Чăваш Ен, Тутарстан Республикисенчи фольклор ушкăнĕсемпе хор коллективĕсем килсе çитнĕ.

Уяв пултарулăх коллективĕсем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртнинчен пуçланчĕ. Кĕвĕ-çемĕ çеç янрамарĕ уявра, алĕç ăстисен тĕрлĕ куравĕсемпе паллашма май пулчĕ. Лапамри халăх алла-аллăн тытăнса вăйă карти йĕркелерĕ. Вăйă юрри чĕрене витерет. Унтан мăчаварсем Юпа патне пырса тĕрлĕ çимĕçсемпе сăйласан чỹк турĕç. Çĕрпе пурнăçри ырлăхсене ỹстерме ыйтрĕç. Çак вăхăтра "Алран кайми аки-сухи" юрă янăрарĕ.

Акатуй ялавне çĕклесен уяв сцени çинче аякран килнĕ хăнасем чăваш халăхĕн кĕвви-çеммине, юрри-ташшине шăрантарчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Кĕтнĕ вăхăт çитсен эпир те, Патреккелсем, сцена çине "Чăваш сăри" сюитăпа ("Чăваш сăри", "Эй, тăван", "Янра, купăсăм" юрăсемпе) тухрăмăр. Пĕр ỹстермесĕрех калама пулать - пирĕн пултарулăх лапама пухăннă халăха тыткăнларĕ, ларакансем ура çине тăчĕç: пĕрисем савăннипе ташша ячĕç, теприсен, чăваш çĕрĕ-шывĕшĕн тунсăхланăскерсен, куçĕсем шывланчĕç.

Г.Борисов ертсе пыма пуçланăранпа Патреккелти халăх хорĕ тулай чăвашĕсем патне сахал мар тухса çỹренĕ. Пушкăрт, Тутар, Мари Республикисене, Саратов, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсене, Эстоние, Белоруссине, Мускава çитсе курнă.

Культурăра - çур ĕмĕр

Гена Патăрьелти музыка шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Елчĕкри культура çуртĕнче яваплăхĕ çăмăл пулас çуккине пĕлсех, 16 çулта художество пултарулăх ертỹçинче ĕçлеме тытăнать. Унтан каччă парăнма пĕлмен В.И.Чапаев ячĕллĕ стрелоксен 25-мĕш дивизийĕнче салтак аттине тăхăнать. Кунта чи пултаруллă чăваш каччисем кăна лекме пултарнă. Пĕр пограничниксен заставинче юрă-ташă ушкăнĕ йĕркелет, отрядсем хушшинчи фестивальсенче çĕнтерет.

Геннадий Арсентьевич ЧР музыка обществин членĕ (1971), Чăваш Республикин (1977) тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1986), "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне (2007) тивĕçнĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1995), Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 1,2,3 фестивалĕсен лауреачĕ культурăра 50 çул ĕçлет тесе никам та калас çук: Чапаевла çивĕч те хĕрỹллĕ, çỹллĕ те тĕреклĕ çан-çурăмĕ яштака. Вăл нихăçан та сỹрĕк кăмăлпа çỹремест.

Геннадий Арсентьевич купăс-баянпа калама тытăнсан пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет: шăпчăксем юрлаççĕ, савнă ял вăранать, Пăла шывĕ хумханать, Хурăнвар та ешерет - пурте пур юрăра, куç умĕнчех вĕсем. Çĕнĕ хăват илеççĕ хăй çырнă сăввисем юрра çаврăнсан: "Асаилỹ", "Эх, ял, савнă ял", "Ах, юрату-ырату", "Уйрăлу", "Тухтăрăм", "Хурăнвар"...

Композиторăн юррисене ваттисем кĕрекере, çамрăксем уявра шăрантараççĕ. Йывăрлăха парăнманлăхĕ малалла ĕçлеме хавхалантарать, хистет. Унăн юрринчи сăмахсем кĕске те витĕмлĕ.

Юрă-кĕвĕ жанрĕнче сумлă утăмсем тăвать хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Пултарулăх анинче ытларах халăх кăмăлне çĕклекен юрăсем кĕвĕлет: "Шăпчăксем", "Арçын куççулĕ", "Патреккел", "Анне", "Пăла хĕрне анар-и?", "Виçĕ пĕртăван"... Юррисенче - ачаран палланă вырăнсем. Вĕсем куç умне ỹкерчĕклĕн тухса пыраççĕ. Çурхи кунпа киленме, кĕрхи каçăн кичем шăплăхĕнче утма пулать. Ăшă çумăр шăпăртатни, лăпкă çил вĕрни - пурăнма шанăç паракан çемĕсем хуллен илтĕнеççĕ. Юрламах, халăха савăнтармах шăнкăрч юрриллĕ çуркунне кун çути курнă вăл - кĕвĕллĕ çуралнă.

Хăй суйласа илнĕ професси канлĕ пурăнма памасть ăна. Пурнăçа юратни, чун хавалĕпе хитре пулни ĕçре вăй-хăват парса тăрать. Репетици пуçланас умĕн пурне те пăхса çаврăнать. Хорта пурте пĕр харăс тĕрлĕрен сасăпа юрлани юрă шухăшĕпе кĕвĕ асамлăхне уçса парать. Юрлама вĕрентме те чăтăмлăхпа ăсталăх кирлĕ - итлекенсен чĕрине хускатакан юрă хуллен аталанса пырать. Е тата. Ансат-ши юрă кĕвĕлеме? Хăй çырнă сăввисен кашни йĕркине кĕвĕ виçипе виçеллĕ тытса пырать, ĕнĕрлесе йĕркисене якатать, ытлашши килĕшỹсĕр сыпăксене кĕскетет, шухăшпа çыхăнуллисене улăштарать. Акă тинех Геннадий Арсентьевич кĕвĕленĕ юрăсенчен çулçă шĕпĕлтетни те, кайăксен чĕвĕлти сасси те, пĕчĕккисен вĕтĕлти чĕлхи те илтĕнет - атте-анне чĕлхине упрама вĕрентет. Ахальтен мар музыкант çĕкленỹллĕ туйăмпа юрланине залра ларакансем сывламасăр итлеççĕ, хăйсен ăшĕнче унпа пĕрле юрлаççĕ. Чăнах та, пурне те хумхантармалла юрлать Геннадий Борисов.

Кăмăла йăпатаканни, пусăрăнтараканни, ăса вĕрентекенни - ăшă кулă, савăнăçлă шỹт. Пĕр чухне шỹтсенче шухăшне кура именчĕклĕн кулкаласа калама тытăнать. Е тепĕр чухне çавра çил пек шавласа сцена хыçĕнчен тухать (çăмăлттайланса калаçакансене питлет). Йĕплĕ шỹчĕ те аяккинче юлмасть, тупăнсах пырать. Инçе çултан таврăнатпăр-и, е пĕр-пĕр яла концерт лартма каятпăр-и - тăтăш ăш хăппиллĕ шỹтсемпе култарать. Кулли хăй тĕллĕнех кăлтăртаса пырать. Мыскарисене вара шахвăртса каласа пама юратать: сăнран улшăнса пĕр тĕксĕмленет, пĕр çуталса каять. Инсценировкăсенче чи кулăшла рольсене выляни уйрăмах килĕшет артиста - сцена тулсах каять.

Лăк тулли зала ахăлтатса култарма кăна мар, спектакльсенчи калаçăвĕпе, хăтланăвĕпе чун-чĕрене пырса тивмелле йĕртме пултарать. Кун пек чухне вичкĕнрех те çивĕчрех сăнарсене выляма юратать, уйрăмах шанчăклă та тỹрĕ чунлă салтак ролĕсене кăмăллать. "Кулавкка", "Юратнăран", "Çĕрлехи çиçĕм" спектакльсенче тĕп рольсене ĕненмелле, витерỹллĕ, урăхла каласан, сцена çинче чăн-чăн пурнăçри пек вылянине мĕн çиттĕр. Курăсăн: гимнастеркăпа, пилоткине сылтăм куç харши çинерех чалăштарнă, кăштах куларах калаçни, шур тỹмеллĕ купăсне тăсса яни килĕшет - рольсене çăмăллăн калăплама пултарать.

Шалти туйăмĕ сцена çинех туртать ăна - урăхла пурăнма пултараймасть. Геннадий Борисов ертсе пыракан хорта юрлани чăннипех те пысăк телей. Вăл кĕвĕленĕ юрăсем Раççейĕн пур кĕтесне те саланчĕç. Çынсене ăшă туйăм çуратакан, тăванлăх юррисем татах кĕвĕлесчĕ тесе пурăнать чун культурипе пуян ертỹçĕ.

Нина ЧЕРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Самар облаçĕнче.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика