БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕсен йышĕ ỹсет

01 июня 2015 г.

Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче ĕç стажне кура "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят илмешкĕн заявленисем йышăнма тытăннă. Ку ыйтупа хĕрлĕчутайсем майăн 26-мĕшĕ тĕлне 204-ăн ыйтса çырнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕ Указĕпе çак ята республикăра 10 пине яхăн çын тивĕçĕ. Аса илтеретпĕр, аслă ăру çыннисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата вĕсен пурнăç условийĕ-сене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕпе республикăра пурăнакан тата ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа танлашакан хĕрарăмсене, 42 çул та 6 уйăх стажлă арçынсене тивĕçлĕ канăва тухсан е ватлăх пенсийĕн правипе усă курмалли ỹсĕме çитсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ирĕк пама йышăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятпа тивĕçтермелли тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн" удостоверенине памалли йĕркепе условисене çирĕплетесси çинчен" 127-мĕш йышăнăвне çỹлерех асăннă Указпа шайлаштарса кăçалхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 162-мĕш йышăнăвĕпе хисеплĕ ята тивĕçмелли ĕç стажне хĕрарăмсемшĕн - 37,5, арçынсемшĕн 42,5 çулччен чакарнă.

"Чăваш Республикин ĕç вете-ранĕ" ята тивĕçмелли ирĕк пур граждансен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хỹтлĕх пайне паспорт копийĕ е ăна улăштаракан документ, 3х4 см виçеллĕ пĕр сăнỹкерчĕк памалла. "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илес ыйтăва представитель урлă татса памашкăн çав çын кам пулнине тата унăн полномочийĕсене документсемпе çирĕплетмелле. Ĕç стажне тĕпе хурса "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçме ирĕк пуррине ĕнен-терекен документсем:

- Чăваш Республикинче ялан пурăннине çирĕплетни;

- ĕç стажĕ (ĕç кĕнеки, колхозни-кăн ĕç кĕнеки, çар билечĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсем е патшалăх (муниципалитет) органĕсем панă справка; архив учрежденийĕсен справки, право хутшăнăвĕсем йĕр-келеннĕ кун тĕлне вăйра тăнă, ĕç саккунĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ килĕшỹсем. Вĕсене хисеплĕ ята тивĕçме ирĕк пур çын хăй парать. Страхлав пенсине палăртмашкăн кирлĕ стажа свидетель кăтартăвĕ-пе çирĕплетнин, страхлав взносĕ тỹленĕ тапхăрăн, колхозра ĕçленин справкисене пенси памалла тунă органсенчен ыйтса илеççĕ.

Ĕç стажĕ ăнлава вăй хунă (службăра тăнă) тапхăрсен тăсăмĕ кĕрет; - пенсие федерацин "Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çин-чен" (2014 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен) е "Страхлав пенсийĕ-сем çинчен" (2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен) саккунĕ-семпе килĕшỹллĕн палăртнине çирĕплетекен документсене заявитель илсе пыман пулсан вĕсене ведомствăсем хушшинчи информаци çыхăнăвĕ урлă ыйтса илеççĕ. Гражданин хăй пирки пĕлтерни тĕрĕс те тулли пулнишĕн явап тытать. Социаллă пай специалисчĕсем вĕсем чăнлăхпа килĕшсе тăнине тĕрĕслеме пултараççĕ - Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене ыйтса çырни яраççĕ.

Пирĕн республикăра пенси ỹсĕмне çитнĕ, 37,5 çул стаж пухнă хĕрарăмсем тата ĕçленĕ тапхăр 42,5 çулпа танлашакан арçынсем 73 пин çын ытла. Вĕсем Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармашкăн сумлă тỹпе хывнăшăн "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ ĕнтĕ. 

А.ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика