Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç

02 марта 2013 г.

Февраль уйăхĕнче çулсерен хуçалăхсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем йĕркелеççĕ. Акă, «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекенсем те нумаях пулмасть пухăва пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах ЯХПК председателĕ Михаил Буслаев 2012 çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ, туса ирттернĕ ĕçсене тишкерчĕ. Пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕнче хуçалăх умĕнче йывăрлăхсем чылай пулнăран 2 миллион тенкĕлĕх кредит илме тивнине аса илтерчĕ вăл, çак укçана мĕн-мĕн туянма янине тĕплĕн каласа пачĕ.

«Слава» ЯХПКра ĕçлекенсем çулталăк тăршшĕпе алă усса ларманни тÿрех палăрать. 170 пуç сăвакан ĕнерен кашнинчен вĕсем вăтамран 4951-шер килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту 2011 çулхинчен ытларах. Районти хăш-пĕр хуçалăхра выльăх шучĕ чакать пулсан, «Славăсен» вара урăхла лару-тăру. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр вĕсем тытакан выльăхсен шучĕ 45 пуç нумайланнă. Выльăх апачĕ енĕпе те ЯХПКра ĕçлекенсен пăшăрханмалли çук. Утă, улăм, сенаж, силос тата ытти те вĕсен çителĕклех, ытлашшине урăх хуçалăхсене тата уйрăм çынсене те сутаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, фермăра йĕрке хуçаланнине палăртрĕ Михаил Александрович, уйрăмах тăрăшуллă ĕçченсене ятранах асăнчĕ, малашне те ÿркенмесĕр вăй хума сунчĕ.

Тыр-пул туса илессинчи кăтартусем 2011 çулхинчен пĕчĕкрех. Çакă çут çанталăк условийĕсемпе çыхăннине çирĕплетрĕç ЯХПК специалисчĕсем. Кăçал тухăç ытларах илессе шаннине пытармарĕç вĕсем. Çакна тума «Славăсен» пĕтĕм майсем пур. Хуçалăхра пахалăхлă вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, кĕрхисене вăхăтра акса хăварнă, машинăпа трактор паркĕнче техникăна юсамалли, йĕркене кĕртмелли ĕçсене пикеннĕ те ĕнтĕ.

Çĕр улми туса илесси ЯХПКан тĕп производство отраслĕ шутланмасть. Çавăнпах пулĕ кунта гектартан 133 центнер анчах пуçтарса кĕртнĕ (районти вăтам кăтарту — 198 центнер). Хуçалăхра ĕçлекен алăсем çитменрен тухăçа пуçтарса кĕртме райпо тытăмĕн ĕçченĕсене явăçтарнă.

Малалла ревизи комиссийĕн председателĕ Александр Микенин тата хăш-пĕр специалистсем тухса калаçрĕç, тĕрлĕ кăтартусемпе паллаштарчĕç. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту вара — «Слава» ЯХПКн çĕнĕ уставне йышăнасси — чылай тавлашуллă самант çуратрĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисем коллективлă килĕшĕве улшăнусем кĕртессине те пăхса тухрĕç, хăш-пĕр пунктсене улăштарма йышăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев хуçалăх япăх мар ĕçленине çирĕплетрĕ, çитменлĕхсемпе ырă енсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, хăш отрасль çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика