Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченне ыр сунса та чыс туса

16 июня 2015 г.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн çуллен Акатуй ирттересси Трак енре те йăлана çирĕп кĕчĕ. Кăçал та, авă, çаплах пулчĕ. Ку хутĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявне (вăл 63-мĕш хут иртрĕ) сумлă праçниксене — Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа — 70, района туса хунăранпа 80 çул çитнине, Раççейри Литература тата Чăваш Енри К. В. Иванов çулталăкне халалларĕç. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Акатуй вырăнĕ — Красноармейски вăрманĕн çумĕ — уяв тумĕ тăхăнчĕ. Кунта Алманч вăтам шкулĕн директорĕпе, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕпе Олег Димитриевпа сăмахларăм. — Раççей кунĕ — çĕршыври чи “çамрăк” патшалăх праçникĕсенчен пĕри. 1990 çулхи çак кун РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕ Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен Деклараци йышăннăччĕ. Çулталăкран, шăпах июнĕн 12-мĕшĕнче, Б. Ельцин çĕршывăн пĕрремĕш Президентне суйланнă. Вăлах 1994 çулта июнĕн 12-мĕшне патшалăх пĕлтерĕшне панă, уява “Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннă кун” тенĕ. Нумай çыншăн çакă хушма канмалли, дачăра ĕçлемелли кун пулса тăнă. 1998 çулта Б. Ельцин июнĕн 12-мĕшне Раççей кунĕ тесе палăртма сĕннĕ. Официаллă çĕнĕ ята уяв пурпĕр 2002 çулта кăна йышăннă. Çулталăк маларах РФ Президенчĕ В. Путин Кремельте Раççей Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацине йышăннă кун ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă йышăнура “Ку документран пирĕн çĕнĕ истори пуçланать. Демократилле патшалăх историйĕ. Унăн тĕп пĕлтерĕшĕ — граждансен çитĕнĕвĕ, тăнăçлăхĕ, — тенĕ. Паян Раççей кунĕ патриотизм енĕсене ытларах йышăнать тата Раççейĕн хальхи пурнăçĕшĕн тата малашлăхĕшĕн яваплăха туйса пĕрлешмелли символ пулса тăчĕ. Çак кун пĕтĕм çĕршыври евĕрех пирĕн тăрăхра та савăнăçлă тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Раççей кунне палăртса шкул ачисемпе те калаçусем йĕркелерĕмĕр. Ăна халалласах, авă, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ Алманч ярмаркки пухăнчĕ. Паян вара хавас кăмăлпа районти ĕçпе юрă тата спорт уявне — Акатуя пуçтарăнтăмăр”, — пĕлтерчĕ Олег Васильевич. Акатуй паллă пулăмсене халалланă тĕрлĕ куравсемпе стендсенчен уйрăмах пуян пулчĕ. Акă, “Асамлă тĕрĕ — эреш ташши”, “Трак ен тĕрĕçисем”, “Трак ен çыравçисем”, “Константин Иванов — чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ”, “Вечная память павшим за Родину”, “Вăрçă. Çĕнтерỹ. Ахрăм” (ăна районти тĕп библиотека хатĕрленĕ), “Хвала и слава работникам сельского хозяйства (совхоз “Красноармейский” — 1969—2000 годы)” ятлисем... Хамăр район авторĕсем пичетлесе кăларнă кĕнекесене туянма май пулчĕ. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра ĕçлекенсем район хыпарçине çырăнтарассине йĕркелерĕç, кĕнекесем, райхаçатăн юлашки вăхăтри номерĕсене сĕнчĕç. Уйрăм ал ăстисен ĕçĕсемпе те паллашма май пулчĕ çак кун. Çĕнĕ Выççăлккăри Г. Гурьев, сăмахран, уява 5 ĕç илсе килнĕ, çав шутра хăй пурăнакан çурт макетне те. Красноармейскинчи В. Марков ĕçĕсене вара хапăлласах туянчĕç. Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕн студенчĕсен ал ĕçĕсем умĕнче те праçник хăнисем чылайлăха чарăнса тăчĕç. Çĕнĕлĕхсем те сахал мар пулчĕç ку хутĕнче. Авă, ял тăрăхĕсенчи 9 мăшăр Нарспипе Сетнер сумлă хăнасене çăлкуçĕн таса шывне сĕнчĕ. “Нарспипе Сетнер тĕлпулăвĕ” дефиле, “Вăйă картинче” музыкăпа хореографи композицийĕ, этнографи картишĕ... пулчĕç. 11 сехет иртсен, сцена çине район пуçлăхĕ В. Григорьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков хăпарчĕç. Уява уçнă май, Владимир Николаевич та, Андрей Владимирович та Акатуя Раççей кунĕпе пĕрле паллă тунине уйрăммăн каларĕç, ял ĕçченĕсене çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн килекен чаплă праçник ячĕпе пур кăмăлтан саламларĕç, умри çĕнĕ ĕçсем валли вăй-хăват, çирĕп сывлăх сунчĕç. Раççей, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Гимнĕсем янăранă май, производствăра малта пыракансем — “Таябинка” агрофирмăри В. Владимиров механизаторпа сысна пăхакан А. Илларионова оператор тата “Красное Сормово” ООО агрономĕ Д. Скворцов вĕсен ялавĕсене çĕклерĕç. Красноармейскисене хисеплĕ хăна — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов ăшшăн саламларĕ. “Паян эпир сирĕнпе пĕр харăсах икĕ уява — Раççей кунне тата Акатуя — паллă тăватпăр. Чылай районтан Акатуя йыхравланине илтĕм. Эпĕ вара Трак тăрăхне суйларăм. Эсир лайăх ĕçленĕрен çапла турăм. Пĕлтĕр, авă, район кашни гектартан вăтамран 28 центнера яхăн тыр-пул пухса кĕртрĕ. “КЕТРА” завод ăнăçлă ĕçлет. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелетĕр. Кăçал та акмалли лаптăксене пысăклатрăр”, — терĕ Юрий Алексеевич. Вăл июнĕн 11-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕ иртни, унта республика бюджетне 3 млрд та 600 пин тенкĕлĕх пуянлатма майсем тупни, пирĕн ентеше — “Чăваш бройлерĕ” УАО гендиректорне Вадим Иванович Николаева Федераци Канашĕн членĕн — ЧР Патшалăх Канашĕн представителĕн должноçне шанса пани çинчен пĕлтерчĕ, тивĕçлисене — “Таябинка” агрофирмăри В. Владимиров трактористпа Ю. Васильев гараж заведующине тата “ВОЛИТ” ОООри сĕт-çу фермин заведующине М. Григорьевана ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, тепĕр ушкăна “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçни çинчен калакан удостоверенисем пачĕ. Микрофон умĕнче хамăр ентеш — “Чăваш бройлерĕ” УАО гендиректорĕ В. Николаев. “Трак ен çĕрĕ маншăн çав тери çывăх та хаклă. Кунта вăй-хăват илтĕм. Нумай çынна паллатăп-пĕлетĕп: С. Железин, М. Прохоров, Ю. Ильин... Хама çĕнĕ должноç панишĕн хĕпĕртерĕм, Чăваш Ене Федераци Канашĕнче кăна мар, çĕршывĕпех пĕлччĕр тесе ĕçлессине хамăн тĕп задача вырăнне хуратăп. Пурсăра та уявсем ячĕпе саламлатăп. Ỹсĕмсем пулччăр”, — терĕ Вадим Иванович, икĕ çемьене сертификат тата çамрăк ăрăвăн пĕр йышне Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне панă май. Сăмах май, В. И. Николаева эпир те ăшшăн саламлатпăр. Çĕнĕ должноç сĕннипе пĕрлех ăна “Раççей агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ят та панă. ЧР ялхуçалăх министрĕн çумне А. Самаркина сăмах параççĕ. “Акана эсир вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлерĕр. Хальхи тĕллев — акни-лартнине кирлĕ пек пăхса тăрасси”, — палăртрĕ вăл. Алексей Александрович “Караево” ООО тĕп агрономне В. Семенова — Раççей ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, 5 çынна — ЧР ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, райпо тĕп бухгалтерне Э. Петрована — ЧР экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотине, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн патшалăх, обществăпа политика пурнăçĕн пай редакторне Ю. Борисова ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине пачĕ. Район шайĕнчи наградăсем те чылай пулчĕç Акатуйра. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков кăçалхи çуракире районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмпе 13974, çĕрулми 437,5 (159:) гектар акни-лартнине пĕлтерчĕ, çак ĕçре палăрнă хуçалăхсене асăнчĕ, Дипломсемпе чысларĕ. 2014 çулхи экономика ăмăртăвĕн итогĕсемпе 1—3-мĕш вырăнсене “Таябинка” агрофирма, “Красное Сормово” тата “ВОЛИТ” ОООсем (ертỹçисем — А. Афанасьев, Т. Иванова, Т. Петрова), çураки-2015 кăтартăвĕсемпе “Красное Сормово”, “Таябинка” Агрофирма”, “Караево” ОООсем (ертỹçисем — Т. Иванова, А. Афанасьев, Ю. Капитонов) йышăннă. “Çураки-2015 чемпионĕн” хĕрлĕ хăйăвне “Таябинка” агрофирмăри В. Владимиров механизатор, “Выльăх-чĕрлĕх пăхакан-2015 чемпионĕнне” ку хуçалăхри сысна пăхакан А. Илларионова оператор тивĕçрĕç. Трак ен çыннисемпе хăнасене ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. Андреев (Валерий Витальевич хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхне А. Игнатьева “Единая Россия” партин Тав çырăвĕпе чысларĕ), ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Н. Угаслов (Николай Федорович “Трак ен кирпĕчне халĕ Мускавран тытăнса Урал таранах пĕлеççĕ”, — терĕ, район администрацийĕн информатизаци пайĕн начальникне В. Никифорова ЧР юстици министерствин Тав хутне пачĕ) саламласа ыр сунчĕç. Пĕрлештернĕ хор сцена çинче пулнă хыççăн унта район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, унăн çумĕ, ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ С. Молотков хăпарчĕç. Вĕсем “Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнĕ С. Тимофеевана чысларĕç. Светлана Терентьевна — пирĕн ентееш, 1948 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Шурка ялĕнче çуралнă. Районти çыхăну узелĕн начальникĕнче, республикăри почта çыхăнăвĕн управленийĕн пуçлăхĕнче тимленĕ. “РФ çыхăну маçтăрĕ”, “ЧР тава тивĕçлĕ связисчĕ” ятсене, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Вăл — “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, республикăри хĕрарăмсен канашĕн правленийĕн членĕ. Светлана Терентьевна Акатуйра хăйне пысăк чыс тунăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Вунă çынна уявра районăн Хисеп хăми çине кĕртни çинчен калакан свидетельствăсем пачĕç. Тепĕр пысăк ушкăн район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Тав хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ. Красноармейскисене уявсемпе кунпа пĕрлех муниципаллă йĕркелỹсен республикăри канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, Вăрнар, Çĕрпỹ, Шупашкар, Муркаш районĕсен представителĕсем, Мари Эл Республикинчи хамăрпа 1987 çултанпа ăмăртса вăй хуракан Морки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Голубков, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Л. Абрамова (вăл райпори Г. Игнатьев водительпе Л. Тимофеева лавкка заведующине Чăвашпотребсоюз Хисеп грамотисемпе чысларĕ, райпо канашĕн председательне Р. Николаевана коллектив ĕçĕнчи ỹсĕмсемшĕн пĕр харăсах 3 Диплом пачĕ), “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Львов (Алексей Николаевич Ю. Васильев телеоператорпа Янкас ял старостине З. Яковлевана ентешлĕх медалĕсемпе наградăларĕ. Сăмах май, ентешлĕх Красноармейски районĕ — 80, ентешлĕх 25 çул тултарнине халалласа, “Трак ен” хаçат кăларнă, ăна Акатуйра валеçрĕç), Раççей Ялхуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ А. Муравьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева (Полина Ивановна Красноармейски районĕн июлĕн 4-мĕшĕнче, шăматкун Мăн Шетмĕре иртекен кунне пурне те йыхравларĕ) саламларĕç. Унтан уяв концерчĕ пуçланчĕ. Кашни ял тăрăхĕнченех юрă-ташă ăстисем хутшăнчĕç, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Хăнасем ял тăрăхĕсен “Ял урамĕ” картишне те çитсе курчĕç. Тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисене палăртрĕç. Кăмăллакансем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пултарчĕç. Суту-илỹ кĕрлерĕ. Эпĕ “Чăваш бройлерĕ” УАОн суту-илỹ палатки патĕнче те пулса куртăм. УАОн суту-илỹ управленийĕн ертсе пыракан менеджерĕ Оксана Птицына каланă тăрăх, халăх вĕсен аш-пăш продукцине кăмăлласах туянать. Обществăлла апатлану предприятийĕсем вара çынсене шỹрпепе шашлăк сĕнчĕç. Акатуй уявĕ чылая пычĕ. Каçхине Красноармейскисем Çĕнтерỹ паркĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне пăхса савăнма пултарчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика