Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çамрăксене ĕç вырăнĕсем сĕннĕ

11 июня 2015 г.

Иртнĕ кунсенче Комсомольски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен ярмăркки пулчĕ. Унта ĕçсĕррисене Комсомольскинчи РСУ, Çĕрпỹелĕнчи, Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕсем, "Асаново" ЯХПК, "Стройсервис" ООО, "Комсомольские овощи" агрофирма, Васильевăн хресченпе фермер хуçалăхĕ, З.Н.Истратий ИП сĕнекен вăхăтлăх 60 ĕç вырăнне йышăнма сĕннĕ

Ярмăрккăна çул çитмен 48 çамрăк хутшăннă. Ачасене ĕç условийĕсемпе, тỹлев виçипе паллаштарнă. Çавăн пекех малашлăха валли професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе те ятарлă сĕнỹсем панă. Мероприяти хыççăн çул çитмен 45 ача вăхăтлăх ĕçе вырнаçрĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçлес кăмăллă çамрăксене районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта кĕтетпĕр. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.

Г.ВОРОНОВА,

директор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика