Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче пултаруллисем

27 февраля 2013 г.

«Тăван тавралăха упрар» девизпа ирттерекен отчет-смотр концерчĕ Аслă Чакри культура çуртĕнче иртрĕ. Клуба ĕлĕкхи пухусем ирттернĕ чухнехи пекех лăк! тулли халăх пуçтарăнчĕ.

Залра ларма пушă вырăн пĕрре те çук. Зала кĕриччен фойере алă ăстисен выставки йĕркеленĕ. Кунта Т.Григорьевăн, Е.Егорован, Савковсен ĕçĕсем патĕнче куракансем уйрăмах нумайччен тытăнса тăчĕç, кăсăкланчĕç. Концерт пуçланиччен ял пуçлăхĕ А.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, строительствăпа инфратытăм аталанăвĕн пай начальникĕ А.Тихонов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» пайĕн сотрудникĕ Г.Андреева республикăри, районти ĕç-пуçсемпе паллаштарчĕç, ял малашлăхĕ çинчен каларĕç. Ял халăхĕ те хăйсене ыраттаракан ыйтусем пачĕ. Концерта хамăр «Аслă Чакăм савнă ял» электронлă презентаципе пуçларĕç. Ку презентацие клубра тăрăшакан Ю.Максимов концертăн девизĕпе çыхăнтарнă. Куç умне пĕтĕм тăван ял çыннисем, урамĕсем, тавралăх, унăн илемĕ тухса тăрать. Фильм кăтартни концерта чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Концерта курма пыракансем Р.Петрова «Анне» юрăна, Р.Тепловăпа И.Яковлева, хĕрарăмсен ушкăнĕ юрланă юрăсене килĕштерчĕç, нумайччен алă çупрĕç. Шкул ачисем те хăйсен пултарулăхĕпе аслисенчен пĕрре те кая юлмарĕç. Çамрăк талантсем ÿссе пыни ял малашлăхĕ те ÿссе пынине пĕлтерет. П.Измуков чи пĕчĕкки те чи пултарулли сăвă калани пурин кăмăлне те кайрĕ. Çĕнĕ Мăнтăртан килнĕ çамрăк пике-ташăç хăйĕн ташшисемпе куракансене тыткăна илчĕ. Концерт пахалăхне ял пуçлăхĕ А.Иванов купăспа икĕ юрă выляса юрласа пани те ÿстерчĕ. Концерта ертсе пыраканĕ Ю.Иванова сцена çинче хăйне чăн-чăн профессиллĕ конфераньсе пек тытрĕ, Г.Матвеева, И.Яковлева, Р.Петрова информаципе культура центрĕн художество пултарулăх ĕçченĕсем юрăсене тĕплĕн, илемлĕн хатĕрленĕ. Г.Андриянова ИКЦ директорĕ тăрăшнипе кĕске вăхăтрах çакăн пек пахалăхлă концерт лартма пултарчĕç.

Район представителĕсем концерта пысăк хак парса чысларĕç. Ял халăхĕ тулли кăмăлпа артистсене тав туса килĕсене саланчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика