Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Цивильский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникулта ĕçлес кăмăллă çул çитмен çамрăксене пулăшаççĕ

02 июня 2015 г.

1. Ĕçе вырнаçмашкăн камран пулăшу ыйтмалла?

Каникул кунĕсенче ĕçе вырнаçас тĕллевлĕ çамрăксен ĕçпе тивĕçтерекен патне тÿрремĕнех е 14-18 çулсенчи граждансене вăхăтлăх вырнаçтарассине йĕркелес енĕпе патшалăх пулăшăвĕ паракан служба центрĕсене пымалла.

2. Ĕçлев саккунĕ тăрăх килĕшĕве хăш ÿсĕмрисемпе çирĕплетме юрать?

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕ 16 çула çитнĕ çамрăксемпе килĕшÿ çирĕплетме ирĕк парать.

Чăн та, ĕçлĕ хута 15 çултисемпе те - енчен вĕсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă е тĕрлĕ сăлтавпа пĕлÿ учрежденийĕнчен тухса кайнă пулсан - çырма юрать.

Килĕшĕве 14 çула çитнĕ çамрăксемпе те тăваççĕ. Кун пек чухне çак условисене пăхăнмалла:

- ашшĕ-амăшĕнчен пĕри е вĕсен тивĕçне пурнăçлакан çын тата опекăпа попечительлĕх органĕ ирĕк парсан*

- çул çитмен çамрăка сĕнекен ĕç çăмăллисен шутне кĕмелле тата сывлăхшăн сиенсĕр пулмалла*

- килĕшÿ тăрăх палăртнă ĕçе шкула çÿремен вăхăтра кăна пурнăçламалла тата вĕренÿ процесне чăрмантармалла мар.

3. 18 çула çитмен çамрăксен ăçта ĕçлеме юрамасть?

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 265-мĕш статйипе килĕшÿллĕн сиенлĕ е хăрушă условисемлĕ çĕрте, çĕр айĕнчи ĕçре, çавăн пекех вĕсен сывлăхне тата кăмăл-сипетне япăх витĕм кÿрекен /каçхи клубра, эрех-сăра кăларнă, турттарнă тата сутнă /унта табак изделийĕсем, наркотиклă тата сиенлĕ препаратсем те кĕреççĕ/ вырăнта ĕçлеттермелле мар.

18 çула çитменнисен вĕсемшĕн палăртнă виçерен йывăртарах япала йăтма, куçарма юрамасть.

4. Çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе тĕрĕслев вăхăчĕ палăртаççĕ-и?

18 çул тултарман çамрăксем тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 70-мĕш статйи тăрăх ĕçе вырнаçнă чухне тĕрĕслев вăхăчĕ палăртмаççĕ.

5. Çул çитмен çамрăка ĕç кĕнеки çырса параççĕ-и?

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 65-мĕш статйи тăрăх килĕшÿ çирĕплетнĕ чухне пĕрремĕш хут ĕç кĕнеки тата патшалăх пенси страхованийĕн свидетельствине йĕркелеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен çул çитмен çамрăка ĕç кĕнеки çырса пама тивĕç.

6. Çул çитмен çамрăксен ĕç тăсăмĕ еплерех?

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 92-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕçĕн кĕске тăсăмне çак ушкăнсене кĕрекенсем валли çирĕплетеççĕ:

l 16 çула çитменнисемшĕн - эрнере 24 сехетрен ытла мар*

l 16-18 çултисемшĕн - эрнере 36 сехетрен ытла мар.

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 94-мĕш статйи тăрăх кулленхи ĕç тăсăмĕ /смена/ çакăн пек:

l 16 çула çитменнисемшĕн - 5 сехет*

l 16-18 çултисемшĕн - 7 сехет.

Вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра ерçÿллĕ чухне вăй хуракан 18 çула çитмен çамрăксен ĕç тапхăрĕн тăсăмĕ нормăпа палăртнин çуррийĕнчен иртме пултараймасть.

7. Вăхăтлăх ĕçе вырнаçмашкăн мĕнле документ кирлĕ?

Çул çитмен çамрăкăн вăхăтлăх ĕçе вырнаçмашкăн çак документсем пулмалла:

l паспорт*

l медицина справки*

l патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви /СНИЛС/ - пур-тăк*

l налук органĕнче учетра тăнин тата налук тÿлекенĕн идентификаци номерĕ /ИНН/ панин свидетельстви - пур-тăк*

l ашшĕ-амăшĕнчен пĕри тата опекăпа попечительлĕх органĕ ĕçлеме ирĕк пани /14 çул тултарнă, анчах 15-е çитменнисен/.

8. 14 çулти çул çитмен çамрăка патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви мĕн тума кирлĕ?

Предприяти кашни çыншăн, çав шутра унта вăй хуракан çул çитмен çамрăкшăн та, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмне вĕсен пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли укçа куçарать. Çак операцие пурнăçламашкăн патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви кирлĕ.

9. Çул çитмен гражданинăн ĕçе вырнаçас тесен мĕн тумалла?

Çул çитмен гражданинăн вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх вырнаçмашкăн:

l халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вырăн шыракан шучĕпе регистрацие тăмалла тата харпăр хăй карточкине йĕркелемелле*

l вăхăтлăх ĕç вырăнне каймашкăн направлени илмелле*

l ĕçпе тивĕçтерекенпе вăхăтлăх килĕшÿ çирĕплетмелле /центр янине тĕпе хурса/.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика