Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕç килĕшĕвне йĕркелемеллех

23 мая 2015 г.

"Ĕç çынна илем кỹрет", - тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкех. Пурнăçра çын ĕçлесе укçа-тенкĕ туса илет. Ăна хăй пĕлнĕ пек тăкаклать. Кашниех çителĕклĕ укçа-тенкĕллĕ пулма ĕмĕтленет. Ахальтен мар ялти вăй питти арçынсем ют хуласене, республика тулашне ĕçлеме тухса каяççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ çĕрте официаллă килĕшỹсĕрех тăрăшать.

  - Майăн 19-мĕшĕ тĕлне, мониторинг пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшỹллĕн, районти 1354 çын е ĕçлекен çынсен 9,2 проценчĕ ытти регионсенче ĕçлет. Вĕсенчен 110-шĕ çеç ĕçе официаллă майпа йĕркеленĕ, Мускав, Сургут хулисенче, Мускав, Чулхула облаçĕсенче, Тутар Республикинче тăрăшаççĕ. 286 çын 19 бригада йы-шĕнче подряд килĕшĕвĕ урлă вăй хурать. Тата 208-шĕ ĕç килĕшĕвĕ йĕркелемесĕрех, 750-шĕ ытти çынсем урлă ĕçлет. Урăх регионсене тухса çỹрекенсем ытларах строительство ĕçне пурнăçлаççĕ. Ял тăрăхĕсене тухса çỹренĕ май кашни тĕл пулура официаллă майпа ĕçлемеллине калатпăр, ăнлантаратпăр пулин те çынсем сăмахпа килĕшсе татăлнипех урăх регионсенче ĕçлеççĕ. Паянхи кун эпир те ĕç вырăнĕ тупса пама пултаратпăр, ыйтусем пур пулсассăн шăнкăравлăр, телефон - 5-13-79", - пĕлтерчĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Воронова.

  Çавăн пекех, республикăри районсенче те ĕç саккунне пăснă тĕслĕхсем сахал мар иккен. Кун пирки ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ тивĕ-çĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова пĕлтернĕ. 18 районпа хулара хутшăнусене официаллă килĕшỹпе çирĕплетмесĕр 3713 çынна ĕçлеттернĕ, 552 çынпа кăна ĕç килĕшĕвĕ хатĕрленĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене тупса палăртас, ĕçпе тивĕçтерекенпе килĕшỹ тумасăр вăй хуракан çынсен шутне чакарас тĕлĕшпе ЧР Сывлăх министерстви кашни вунă кунта тĕрĕслев ирттерет. Тĕллев - вăрттăн ĕçлекенсене тупса палăртса патшалăхăн бюджета кĕмен фондне каякан укçа суммине ỹстересси, шалăва конвертпа тỹлес йăлана пăрахăçласси. Ку ĕçе вăйлатма РФ Ĕç министерствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ апрель уйăхĕнче ятарлă килĕшỹ тунă. Ăна пурнăçласа вăрттăн ĕçлекенсен шутне кăçалхи пĕрремĕш çур çул вĕçне 48633 çын таран чакармалла.

  Ĕç саккуне пăснă тĕслĕхсем çинчен граждансем республика, район про- куратурине, патшалăх ĕç инспекцине тата налук службине те шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ. Çавăн пекех республикăра хĕрỹ лини телефонĕ ĕçлет: 8(8352) 23-50-84, 23-50-88, 23-50-89 (ĕç кунĕсенче 8 сехетпе 17 сехетчен).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика