Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи нумай вулакан хĕрача

31 марта 2015 г.

«Хальхи ачасем кĕнеке вуламаççĕ, кунĕн-çĕрĕн Интернетра ларма хатĕр», - тенине час-часах илт-ме пулать. Паллах, ун пеккисем те сахал мар пулĕ. Çапах районти ача-пăча библиотекинче ачасем яланах йышлă. Кунта вĕсем кĕнекесем вулаççĕ, çĕнĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ, тĕрлĕрен вăйă-викторина конкурссене хутшăнаççĕ.

Элĕк шкулĕнчи 3 «б» класра вĕренекен Ирина Спиридонова кĕнеке вулама çав тери юратать. Хĕрачана кашни кун тенĕ пек библиотекăра курма пулать. Литература урокĕсене кăмăллаканскер çыравçăсен хайлавĕсене, тĕрлĕ халăх юмахĕсене килĕштерсе вулать. Библиотекăра иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнма тăрăшать. Кĕнекепе мĕн пĕчĕкренех туслăскер вĕренÿре те лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Шкулта иртекен пултарулăх конкурсĕсене, олимпиадăсене, викторинăсене хутшăнать. Вырăс литератури тата чăваш чĕлхи предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ. Грамотăсемпе дипломсем парса чысланă Иринăна.

Пур çĕре те çитме ĕлкĕрет пултаруллă хĕрача: спортпа та туслă, çав вăхăтрах ташă кружокне çÿреме те вăхăт тупать.

Иринăна вĕрентекенсем те, тантăшĕсем те хисеплеççĕ. Сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрачан юлташ та нумай. Çак кунсенче библиотекăна çÿрекен чи пултаруллă ачасене палăртса хăвартăмăр. Ирина Спиридонова «Чи нумай вулакан» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, дип-лом илме тивĕçрĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика