Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вула, Элĕк ен!» фестивале йыхравлатпăр

03 марта 2015 г.

Элĕкри тĕп вулавăшра «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке-2013» акци-конкурс- па килĕшÿллĕн наци кĕнекин «Вула, Элĕк ен!» фестивалĕ иртет. Ăна халăха чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе паллаштарас, кĕнеке вулама явăçтарас тата авторсен ĕçне хак парас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Çак фестивальте чăн-чăн кĕнеке тусĕсене палăртма май пур, проза тата поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх произведени ячĕсене пĕлĕпĕр.

Кăçал акцие 2013 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаççĕ. Вĕсен шучĕ пĕчĕк мар - 192     кĕнеке. Вĕсемпе «Литературăллă Чăваш Ен: Çулталăк кĕнеки-2013» куравра паллашма пулать. Куравра çакăн йышши литература конкурсĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă писательсен кĕнекисем те пур, тĕслĕхрен: Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак», Валентина Эльбин «Пулас кинсем», Сергей Павловăн «Шупашкар кулачĕ», Юрий Ялавинăн «Секрет любви» тата ыттисем. Хамăр ентешĕмĕрсен Александр Ананьевăн «Чĕрери кăмăл-туйăм», Никита Ларионовăн «Сĕрен кĕпер» кĕнекисем акци-конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Библиотекăра кунсерен çак курав çăлкуçĕсенчи кĕнекесен тишкерĕвне ирттеретпĕр, çыравçăсемпе тата поэтсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Анчахрах кунта паллă çыравçăпа, публицистпа, журналист-политологпа, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕпе Галина Матвеевăпа тĕл пулу иртрĕ. Вулавăша пухăннисем çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

Вулакансем хăйсене килĕшнĕ кĕнеке çинчен кĕскен çырса хăвараççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртма пулăшаççĕ.

Пуш уйăхĕнче Элĕкри тĕп вулавăшра татах çыравçăсемпе тĕл пулусем, вулакансен конференцийĕсем, литература каçĕсем, кĕнекесен презентацийĕсем иртĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика