Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубоксем çĕнсе илессишĕн

02 февраля 2013 г.

Нумаях пулмасть "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн ишекенсен уйрăмĕнче кубоксем çĕнсе илессишĕн спринтерла икĕ енлĕ ăмăрту иртрĕ. Хĕрсемпе каччăсем виçĕ ушкăнпа 25 тата 50 метрлă дистанцисене ирĕклĕ майпа ишрĕç.

Кĕçĕннисен ушкăнĕнче, 2000 çул хыççăн çуралнисем хушшинче, Туктамăшри Ксения Коблик кубок çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутайри Екатерина Алексеева тухрĕ, виççĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутайри Анастасия Мидейкинапа Туктамăшри Ксения Мидакова пайларĕç. Арçын ачасем хушшинче Михаил Мидакова çитекен пулмарĕ. Ишеккассинчи Юрий Тимофеев иккĕмĕш ишсе тухрĕ.

1998-1999 çулсенче çуралнă ишевçĕ-хĕрсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри Галина Наумова пĕрремĕш тухрĕ, Питĕркассинчи Евгения Герасимова – иккĕмĕш, виççĕмĕш – Хĕрлĕ Чутайри Марина Иванова. Каччăсем хушшинче Александр Михопаров, Константин Фондеркин, Владимир Магаськин малти вырăнсене йышăнчĕç.

Аслисен ушкăнĕнче кубока Мучикассинчи Екатерина Мурайкина тивĕçрĕ, иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутайри Кристина Хохлова йышăнчĕ. Каччăсенчен кубок илекен Андрей Хораськин пулчĕ. Кирилл Ярайкин тата Стас Федотов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика