Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çынсен пурнăçне ырă енне улăштарас тесе тăрăшатпăр»

27 февраля 2013 г.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ çичĕ яла – Хĕрлĕ Чутай, Туктамăш, Енкĕлт, Ишеккасси, Тумликасси, Дубовка, Пчелка – пĕрлештерсе тăрать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине виççĕмĕш çул ĕнтĕ Леонид Архипович Аргандейкин тытса пырать. Паян вăл пире çак тапхăрта, уйрăмах пĕлтĕр, мĕн-мĕн туса ирттернипе тата малашлăхра тумалли ĕçсемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

– Леонид Архипович, чи малтанах пире ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе паллаштарсамăр.

– Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕнче паянхи кун ултă специалист тăрăшать: Сергей Николаевич Кчетков, ял тăрăхĕн пуçлăх çумĕ, Нина Ивановна Ульянова, Людмила Николаевна Васькова, Ольга Владимировна Артемьева 1-мĕш разрядлă специалистсем, Алевтина Николаевна Жукова çар учечĕпе ĕçлекен специалист, Геннадий Алексеевич Стекольщиков тĕп специалист-эксперт – юрист. Унсăр пуçне пирĕнпе пĕрле Туктамăшри Культура çурчĕн директорĕ Нина Чуракова, Ишеккассинчи Культура çурчĕн методисчĕ Зинаида Мерескина, Енкĕлтри Культура çурчĕн методисчĕ Николай Калейкин, Туктамăшри Любовь Деведерова библиотекарь, Ишеккассинчи Лилия Миронова библиотекарь ĕçлеççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул вĕçĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ урăх вырăна – Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерÿ лапамĕнчи Культурăпа кану центрĕн çуртне – куçрĕ. Халĕ эпир унччен Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ вырнаçнă пÿлĕмсене йышăнатпăр.

– Ял тăрăхĕн пурлăхĕ мĕнрен тăрать;

– Пирĕн ял тăрăхĕ йышăнакан пĕтĕмĕшле лаптăк 9075 гектарпа танлашать, вĕсенчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем – 2831 гектар, ялсем вырнаçнă çĕрсем – 2083 гектар, вăрмансем – 3879 гектар. Ял тăрăхĕн территорийĕнче икĕ промышленность предприятийĕ – "Янтарь" тата "Четайское" тулли мар яваплă обществăсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕр шкул, шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен виçĕ учреждени, виçĕ культура çурчĕ, икĕ ял библиотеки вырнаçнă. Пирĕн тăрăхра ытларах – уйрăм çынсен çурчĕсем, вĕсем 76 процентпа танлашаççĕ, пурăнмалли çуртсен муниципаллă фончĕ 26,6 процентпа танлашать.

– Çуртсене пăхса тăрассипе пĕлтĕр мĕнле ĕçсем туса ирттертĕр;

– Чи малтанах манăн çакна калас килет: Хĕрлĕ Чутай салинче пулса иртекен пур пĕлтерĕшлĕ пулăм та, çав шутра строительство ĕçĕсем те, эпир хутшăннипе пурнăçланаççĕ, кирлĕ хутсем пирĕн витĕр тухаççĕ.

Пĕлтĕр финансированин пур çăл куçĕсемпе те усă курнипе 3067,1 квадратла метр çурт хута кайрĕ, çав шутра тăлăх ачасене валли тунă 15 тата 4 хваттерлĕ çуртсем пур. Хальхи вăхăтра тата виçĕ тăлăх ача валли çуртсем тăвассипе патшалăх саккасне вырнаçтарассипе тимлетпĕр.

Нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрассипе çыхăннă çакăн евĕр ĕçсене пурнăçларăмăр: Çĕнĕ урамри 7-мĕш çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, 31-мĕш тата 55-мĕш çуртсен шывпа ăшăтмалли тытăмне тата канализацине юсарăмăр тата улăштартăмăр, 17 çуртра тĕрлĕ счетчиксем вырнаçтартăмăр тата ытти те.

Çавăн пекех пĕлтĕр ял тăрăхĕсенче çуртсене компактлă лартса тухассипе тата хăтлăх кÿрессипе пилотлă проекта хутшăнса Туктамăшри Культура çуртĕнче 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, Ишеккассинчи Культура çурчĕн çи виттине улăштартăмăр.

Çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттерме пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 1 миллиона яхăн тенкĕ тăкакларăмăр. Ку енĕпе тумалли ĕçсем пайтах-ха, акă, тĕслĕхрен, Çĕнĕ урамри 55-мĕш çурта газпа уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвассипе ĕçсене вĕçлемелле.

Çакна та асăнса хăвармалла: халăха коммуналлă пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе эпир "Жилсервис" ТЯО-па çыхăнса ĕçлетпĕр. Кунта халăхпа ăнлантару ĕçĕсене йĕркелемелле-ха пирĕн.

– Çамрăк çемьесене, ветерансене, тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси мĕнле пурнăçланса пырать;

– "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн эпир пĕлтĕр çамрăк çемьесемпе специалистсене 1 млн та 458 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлевсемпе тивĕçтертĕмĕр, "Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси" çумпрограммăпа вара çурт тума е туянма 800 пине яхăн тенкĕлĕх свидетельство патăмăр.

Ишеккассинчи Волковсен нумай ачаллă çемйине Енкĕлтре çуртпа тивĕçтертĕмĕр, 8 тăлăх ачана Хĕрлĕ Чутай салинче пĕр пÿлĕмлĕ хваттерсем патăмăр. Вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене илес пулсан, кил-çурт условийĕсене лайăхлатма 16 çынна 946 пин тенкĕпе танлашакан сертификатсем патăмăр. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

– Сирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче авариллĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсем чылай...

– Çапла, кун пек çуртсем пур, вĕсенче пурăнакан çынсене пурăнма урăх çĕре куçарас ыйту çивĕч тăрать. Кăçал эпир ку енĕпе ятарлă программăна хутшăнса Кивĕ центрти виçĕ авариллĕ çурта пăсасшăн, вĕсем вырăнне пĕр çурт çĕклесе пурне те çавăнта пурăнма куçарасшăн.

– Çĕр пайĕсем тата ял хуçалăх кредичĕсем пирки пĕлтерсемĕр.

– Пытармастăп, пирĕн специалистсем çĕр пайĕсемпе çыхăннă ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыраймаççĕ, мĕншĕн тесен паянхи куна пай çĕрĕсем йышăнакан 902,6 гектартан 70 гектарне кăна регистрациленĕ.

Çавăн пекех пирĕн специалистсем çĕрпе çыхăннă ĕçсенчен пĕрне – хамăр тăрăхри ялсен чиккисен электронлă паспортне тăвассине – пурнăçлассипе тимлерĕç.

Кăçал пирĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 120 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле, анчах та ял тăрăхĕнче пĕр коллективлă хуçалăх та, колхоз та, ял хуçалăх производство кооперативĕ те юлмарĕ, çавăнпа та ку ĕçе пурнăçа кĕртме техника, ĕç вăйĕ тата арендăна илекенсене тупма каллех пуçа çĕмĕрттерме тивет.

Ял хуçалăх кредичĕсене парас ĕç вара пурнăçланса пырать, пĕлтĕр пирĕн тăрăхра пурăнакансем пурĕ 20 миллион тенкĕлĕх 124 кредит илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çăмăллăхлă кредит илекенсем 30 ытла пулчĕç.

– Çулсене пăхса тăрас ыйту та яланах çивĕч пулнă. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пыраççĕ;

– Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăма эпир килĕшÿсем турăмăр, хальлĕхе ку енĕпе чăрмавсем пулман-ха.

Пĕлтĕр çулсем çинче май пур таран юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, анчах та каламасăрах паллă, шăтăк-путăксене картланипех çырлахмалли çук. 2012 çулта 1 Заводская урамри 59-мĕш çурт патне çити асфальт сартăмăр, çитес вăхăтра вара эпир ятарлă программăпа килĕшÿллĕн Тумликассинчи Симĕс урамра 400 метра яхăн вак чул сарса хытарнă çул тăвасшăн (шел те, асфальт сарма укçи-тенки çителĕксĕртерех), çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салин Октябрьски тата Карл Маркс урамĕсенче çул тума палăртатпăр. Унсăр пуçне Çĕнĕ центрти 29,31, 49-мĕш çуртсем патĕнче вак чул сарса çулсем тăвасшăн. Çак çуртсем патĕнчех ача-пăча площадки те пулĕ.

Пĕлтĕр тата "Салам" хăна çурчĕ патĕнче тротуар сартăмăр, ку енĕпе те ĕçсем малалла пурнăçланса пырĕç.

– Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕçленĕ май пĕлтĕр эсир ял тăрăхĕнче 40 яхăн çÿп-çап контейнерĕ вырнаçтартăр. Ялсенче тасалăха упрас тесе тата мĕн тума палăртатăр;

– Çапла, контейнерсем пур, унта пухăннă çÿп-çапа вхăтра илсе тухас тĕллевпе эпир "Жилсервис" ТЯО-па килĕшÿ турăмăр. Çитес вăхăтра тата 15 контейнер илсе килсе вырнаçтарасшăн.

Ял халăхĕ халĕ те таврана тирпей-илем кĕртессине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманни пăшăрхантарать. Ку енĕпе ял тăрăхĕн депутачĕсен те халăхпа ытларах ĕçлемелле. Кил таврашĕнче пухăннă çÿп-çапа ăçта кирлĕ унта тухса пăрахакансем те пур-ха пирĕн (ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, акă, çапла тума юраманнине асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, çÿп-çапа район центрĕнче вырнаçнă контейнерсене килсе пăрахаççĕ), хăшĕ-пĕри тата харпăр-хăй килĕ-çурчĕ патĕнче те пуçтарасшăн мар. Халăх тирпей-илем ыйтăвне тимлĕх ытларах уйăртăр тесе эпир кăçал "Чечек лартнă чи илемлĕ вырăн", "Чи хăтлă çурт", "Чи таса урам" конкурссем ирттерме палăртрăмăр.

Паллах, ялсенче урамсене хăтлăх кĕртессипе тимлекенсем те пур, вĕсем ача-пăча площадкисем тăваççĕ, чечексем лартаççĕ, тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи 53-мĕш çуртра пурăнакансем, акă, кăçал хăйсен çурчĕ умĕнче фонтан тăвасшăн тата кану вырăнĕ йĕркелесшĕн. Кун пек пуçарулăха мухтамалла кăна, ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илсен тем пекехчĕ.

– Пĕлтĕр туса ирттернĕ тата мĕнле ĕçсем асра юлчĕç;

– 2012 çул юбилейсемпе пуян пулчĕ, эпир Хĕрлĕ Чутай салине 430, района – 85, Чутай чиркĕвне – 210 çул, Петĕр Ялкир çуралнăранпа 90 çул çитнине тивĕçлĕ шайра паллă турăмăр, çавна май питĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçларăмăр. Ял уявĕсене те çулсеренех ирттеретпĕр эпир, анчах та çакăнта ял çыннисен активлăрах пулмалла тесе шутлатăп, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене кăна шанса лармалла мар. Ырă тĕслĕх вырăнне вара манăн Енкĕлтре пурăнакансене илсе кăтартас килет, кунта пур ĕçе те халăхпа пухăнса тăвас ырă йăла пур.

Пĕлтĕр район центрĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлни те асра юлчĕ, халĕ районта пурăнакансен сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, сывлăхĕсене çирĕплетме майсем çителĕклех.

Кăçал эпир Тăван тавралăха сыхламалли çул пулнине тата пирĕн паллă тавра пĕлÿçĕ Валериан Толстов-Атнарский çуралнăранпа 100 çул çитнине тĕпе хурса ĕçлесе пырăпăр. Пĕр сăмахпа каласан, çынсен пурнăçне ырă енне улăштарас, ялсен пуласлăхĕ пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр.

– Тавтапуç калаçушăн.

Кĕскен: Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурĕ 2448 хуçалăх шутланать, вĕсенче 5805 çын пурăнать, çав шутра: Дубовкăра – 16 хуçалăх (30 çын), Пчелкăра – 26 (37 çын), Туктамăшра – 479 (1184 çын), Енкĕлтре – 251 (539 çын), Ишеккассинче – 179 (415 çын), Тумликассинче – 110 (270 çын), Хĕрлĕ Чутай салинче – 1387 хуçалăх (3330 çын). Хĕрлĕ Чутай салисĕр пуçне пур ялта та ытларах арçынсем пурăнаççĕ. Енкĕлтре арçынсемпе хĕрарăмсен шучĕ пĕрешкел. (2013 çулхи январĕн 9-мĕшĕ тĕлне).

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика