Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ăмăртнă

27 февраля 2013 г.

Çĕмĕрлере хĕллехи полиатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионатĕнче тата шкул ачисем хушшинче мала тухмалли ăмăртура Кĕçĕн Таяпари шкул команди ăнăçлă тупăшнă.

12-13 çулсенчи вĕренекенсем хушшинче 6-мĕш класри Анастасия Семенова çĕнтернĕ, 16-17 çулсенчи хĕрсен ушкăнĕнче Юлия Козлова (9 класс) виççĕмĕш вырăна тухнă. Татьяна Смирнова тата Татьяна Селикова (8 класс) - тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш вырăнсенче. А.Семенова тата Т.Смирнова çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланă. Физкультура учителĕ Михаил Скворцов 50-59 çулсенчи арçынсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Таяпа Энтри шкулĕнчи Анатолий Узюкинпа Максим Иванов 12-13 çулсенчи арçын ачасен ушкăнĕнче иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Елчĕк район командишĕн çавăн пекех Никита Суворов (Елчĕк шкулĕ), Алексей Васильев ("Улăп" ФОК) ăнăçлă ăмăртнă

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика