Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Патшалăх Думин депутачĕ

13 мая 2015 г.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ

А. Аршинова — Трак енре Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнине уявлас умĕн ĕçлĕ çулçỹревпе пирĕн районта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, парламентăн вĕрентỹ комитечĕн председателĕн çумĕ А. Аршинова пулчĕ. Ĕçĕ нумай енлĕ пулин те, Чăваш Ене килсен РФ Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова яллă районсенчи вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашма вăхăт тупать. Ку хутĕнче Алена Игорьевна Трак ене çитсе курчĕ. Малтанах Мускав хăни “ТУС” ХАОн филиалĕнче — строительство керамикин “КЕТРА” заводĕнче пулса производство процесĕпе паллашрĕ. Унпа пĕрле кунта завод директорĕ Д. Угаслов, район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков пулчĕç. Унтан çул райцентрти “Çеçпĕл” ача садне выртрĕ. Унăн ертỹçи Т. Иванова шкул çулне çитменнисен вĕренỹ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. А. Аршинова ача сачĕн коллективĕпе те тĕл пулчĕ. Тимлĕн итлерĕç ăна воспитательсем. Трак вăтам шкулĕнче те тĕлпулу ăшă лару-тăрура иртрĕ. Малтанах Алена Игорьевна вĕренỹ кабинечĕсене çитсе курчĕ. Педагогсен коллективĕпе тĕл пулнă май вăл РФ ПДин, хăй ĕçлекен комитетăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ыйтусем те пулчĕç Мускав хăни патне. Авă, Л. Белова вĕрентỹре “географи”, пуçламăш çар пĕлĕвĕсен, Л. Борисова “обществоведени”, М. Филимонов “истори” предмечĕсен пĕлтерĕшне хăпартма, уроксен хисепне ỹстерме ыйтаççĕ. Райцентрти “Çĕнтерĕве — 30 çул” урамра вырнаçнă Спорт çуртĕнче те пулса курчĕ депутат. Райадминистрацин пĕчĕк залĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен пĕр ушкăнĕпе курнăçрĕ вăл, вĕсене асăнмалăх парнесем, хумхантаракан ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕ. Каярах Алена Игорьевна вĕсемпе пĕрле райцентрти Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕ. Юлашкинчен РФ Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова райадминистрацин пĕчĕк залĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика