Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ уява пĕрлештерсе пысăк пулăм иртрĕ

22 апреля 2015 г.

22 апреля 2015 г.

Икĕ уява пĕрлештерсе пысăк пулăм иртрĕ

 

Апрелĕн 21-мĕшĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен Кунĕ иртнĕ. Мероприятие Кĕтеснерти Культура çуртĕнче ирттерчĕç. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем хутшăннă.

Районта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен Кунне маларах паллă турĕç, çак кун Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин Кунĕ те иртрĕ. ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ И.Устенко тата çак министерствăн специалисчĕсем хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсемпе семинар-канашлу ирттернĕ. Вĕсем муниципаллă пурлăхпа тата 2014 çулта çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курнипе кĕнĕ налук тата налук мар тупăшсем пирки, çавăн пекех 2015 çулхи задачăсем çинче чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне кĕртнĕ улшăнусем, муниципаллă пурлăхпа тата çĕр лаптăкĕсене аренда хутшăнăвĕсен сферинче эффективлă усă курасси çинчен, муниципаллă харпăрлăхăн прависене куçман объектсем çине регистрацилесси, муниципаллă пурлăха учета илсе приватизацилесси пирки тата ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Çĕрпе пурлăх пурне те кăсăклантарать, залра ларакансене те интереслентерчĕ, тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Яваплă специалистсем кашни ыйту çине тивĕçлипе хуравларĕç, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем пуриншĕн те усăллă темăсемпе тухса калаçрĕç. Районсенче министерство Кунĕсем ирттерни, паллах, район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тăрăшакан специалистсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл кун пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин ĕçченĕсем Куславкка район тăрăхне те çитсе курнă, унти специалистсемпе семинар ирттернĕ. Яваплăха туйса ĕçлекен лайăх специалистсем хăйсен ĕçри опычĕсене ыттисене парассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Сăмахран, нумаях пулмасть кăна Аслă Чак ялĕнчи Культура çуртĕнче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерствин Кунĕ иртнĕ, унта районти Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем пухăннă.

Пирĕн районта министерство Кунĕсене татах та ирттерессе шанаççĕ тĕлпулăва килнисем. Уява Кĕтеснерти художествăлла пултарулăх коллективĕн чаплă концерчĕ вĕçлерĕ.

Культура çуртĕнче пулнă хыççăн Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул музейне кайса курнă. Кунта шкул директорĕ М.Краснова хăнасене хăйсем йĕркеленĕ музейĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем вăрçă çинчен каласа пани, салтаксен çырăвĕсемпе паллаштарни çынсен чĕрисенче салхулăх, хурлăх туйăмне çуратрĕç, куççуль кăларчĕç. Унтан семинара хутшăннисем шкулти спорт залĕнче волейбол вăййине вылярĕç. Питĕ тухăçлă та интереслĕ иртрĕç вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата министерство Кунĕсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика