Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пурте субботника хутшăнар

30 апреля 2015 г.

Ерипен çĕр-шыв типсе пырать, çавна май субботник ирттерессине те ыранхи куна хăвармалла мар. Район центренче кăçал тавралăха  тирпейлес ĕçе ытти çулхинчен маларах пуçăнчĕç, йывăç-тĕмсене касса хăтлăх кĕртрĕç, ытти ĕçе те васкавлăн пурнăçларĕç. Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  С.Ермолаев каланă  тăрăх субботник пуçланнăранпа çĕр автомашина тĕрлĕ тасамарлăх тиесе тухнă. Ку ĕç малалла пырать.

Субботник ирттересинче Муркаш шкулĕн, Муркаш ял тăрăхĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, Муркашри культура çурчĕн, ФСК, Муркаш больницин коллективĕсем уйрăмах  пуçаруллă пулчĕç, çавăн пекех  нумай хватерлĕ çуртсенче  пурăнакансем те активлă хутшăнчĕç.

Районти ытти ял урамĕнче те ĕçлеççĕ. Субботник ирттерме ĕлкĕрейменнисем те çук мар. Çак ĕçе вăраха хăвармасăр  кашни çыннăн тавралăха тирпейлеме тухмалла. Хăрăк тата ытлашши туратсене касса пуçтармалла, тасамарлăха  михĕсене пухса е ахальлĕн тиесе  кăлармалла. Асăрханулăх пирки манмалла мар, вут-кăвар чĕртмелле мар. Çавăн пекех  картишсене симĕслетес, чечек лартса илемлетес вăхăт та çитет. Тавралăх хăтлă пулсан пурăнма та кăмăллă.

Тĕп ĕç – Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине тивĕçлĕ шайра кĕтсе илесси. Апла пулсан пĕр палăка тимлĕхсĕр  хăвармалла мар, вĕсем таврашĕнче те  тасатмалла, сăрламалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика