Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ҫěнтерӱ ялавě Чутей шкулěнче

28 апреля 2015 г.

 

       2015 çулхи çу уйăхěн 9-мěшěнче пирěн çěршыв Ҫěнтерӱ уявне 70- мěш хут уявлать. Ҫак кунсенче куçса çӱрекен Ҫěнтерӱ ялавě Мучарти пěтěмěшле вăтам пěлӱ паракан шкултан Чутее çитрě.

     Ҫав ятпа пуçтарăннă линейкăра   шкулдиректорě Н.В. Большов тухса калаçрě. И.М.Васильев вěрентекен пухăннисене Ҫěнтерӱ ялавěн историйěпе, З.Н.Иванова  учитель-ветеран хăйěн тěпчев ěçěсемпе тата Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă Чутей çыннисен ячěсене асра хăварас тěллевпе йěркеленě проектпа паллаштарчěҫ. Тăван çěр-шыва хӱтěленисен мăнукěсем тата мăн мăнукěсем ячěпе "Ҫырса пăхар-ха" кружок членěсем сăвăсем вуларěç.

     "Священная война" юрă кěввипе чуна хумхантарса строй утăмěпе Е.Петров, Л.Шоркина, С.Орлов, Т.Походкина, В.Иванов ялавҫăсем утса тухрěç. Вăрçăра вилнисене асăнса шăплăх минучě пулчě. Виçě кун хушши шкулти пěтěм ача ялав умěнче хисеплě вахтара тăчě. Унтан асăну эстафети Тěмерти вăтам шкула куçрě.

       Пирěн пуласлăхшăн пуçěсене хунă паттăрсен ячěсем яланах чěрере упранěç.

З.Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика