Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ ялавĕ - шкултан-шкула

17 апреля 2015 г.

Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттерекен «Часовой Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнче» акци малалла пырать. 1945 çулхи май уйăхĕнче рейхстаг çийĕн çĕкленнĕ ялав копийĕ шкултан-шкула çитет. Паянхи кун тĕлне районти 4 вĕренÿ учрежденийĕнче пулнă.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче 1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçинчи халăх паттăрлăхне ĕмĕр асăнмалăх тăвас тĕллевпе Мăн Ямашри вăтам шкул Çĕнтерÿ Ялавне мăнвылăсенчен йышăннă.

Савăнăçлă линейкăна директор çумĕ Ирина Белецкая уçнă. Мăн Вылă шкулĕн çамрăк армеецсен уйрăмĕн представителĕсем Çĕнтерÿ Ялавĕпе савăнăçлă маршпа линейка умĕпе иртнĕ те чи хисеплĕ вырăна вырнаçтарнă. Кунта чи лайăх вĕренекенсем хисеплĕ хуралта Асăну вахтине апрелĕн 17-мĕшĕччен ирттерĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика