Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцине хутшăнар

21 апреля 2015 г.

Республикăра çулсеренех Чăваш Енри Ача-пăча фончĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ иртет. Ăна йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсене пулăшса эпир ырă ĕç тăватпăр, хамăр пуласлăхшăн тăрăшатпăр. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - инвалид тата тăлăх, йывăрлăха лекнĕ ачасене тĕрлĕ пулăшу парасси.

Марафон республикăра çеç мар, пирĕн районта та анлă сарăлнă. Халăх унта хастар хутшăнать, пĕр кунхи ĕç укçине марафон «енчĕкне» ярать. Элĕксем 2012 çулта 72228,81 тенкĕ, 2013 çулта - 168252 тенкĕ, 2014 çулта 166464 тенкĕ пухса панă.

Хисеплĕ район çыннисем! Ыркăмăллăх марафо- нĕнче кашниех хăйĕн пĕр кунхи ĕç укçине йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене парсан пирĕн тĕнче татах та çутăрах, савăнăçлăрах пулĕ.

Ыркăмăллăх акцине хутшăнма кашниех пултарать: ушкăнпа та, уйрăммăн та. Пархатарлă ĕç тă-вас тесен çак реквизитсемпе укçа куçарма пулать:

Получатель: ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

ИНН 2128005408, КПП213001001

Расчетный счет 40703810075220160067

В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары, БИК 049706609, кŸс 30101810300000000609

Е тата çак адреспа ыйтса пĕлме пулать: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт, «Раççейри ача-пăча фончĕ» Пĕтĕм Раççейри ыркăмăллăх фончĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, телефон: (8352) 62-89-42. 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика