Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Сенкер чаршав" фестиваль ăнăçрĕ

07 апреля 2015 г.

Райадминистрацин социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн пуçарăвĕпе Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче "Сенкер чаршав" фестиваль иртрĕ. Тĕп тĕллевĕ - районти театрсем хушшинче культура çыхăнăвне çирĕплетесси тата пултарулăха ỹстересси.

Уява авалхи йăла-йĕркепе - çăкăр-тăварпа Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева тата Николай Гурьев вĕренекен уçрĕç: "Ырă каç пултăр, хисеплĕ куракансем! Мăн асатте йăли-йĕркипе, çỹлти хăватсем пулăшнипе симпыл сăри шерпет пултăр, пуçламан çăкăр чĕлли чун-чĕре пуянлăхĕпе танлаштăр. Аннем юратăвĕнче сăпка юрри янратăр. Тăван çĕршывăн мăнаçлăхĕпе ирĕклĕх çиттĕр. Сире сума суса пуç таятпăр...".

Çак сăмахсемпе тухрĕç сцена çине ялти халăх театрĕн çамрăк артисчĕсем. Вĕсем вырăнти авторсем - М.Арестовапа В.Петров çырнă "Вăйăра" ятлă пьесăн пĕр сыпăкне кăтартса пачĕç. Тăвай халăх театрĕ уяв фестивальне А.Сухан çырнă "Пурăнатчĕ ялта ветеран" драма хатĕрленĕ. Вĕсем пултаруллă пулчĕç, кашни сăнара тĕплĕн уçса пама пултарчĕç. Çамрăк режиссерăн Надежда Никифорован пĕрремĕш дебют ĕçне куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн артисчĕсем Е.Никитин пьеси тăрăх "Хаврук инке чирленĕ" пĕр пайлă камит лартрĕç. Ĕçсем ялта пулса иртеççĕ. Тĕллевĕ - ĕçкĕ-çикĕне сивлесси. Хаврук инке (Зоя Васильева) ĕçе каймасăр эрех туса сутать. Бригадир (Галина Русская) ăна ĕçе тухманшăн ятлать. Лешĕ вара хăнк та тумасть. Хаврук питĕ чее: каяш эрехне Варварине (Татьяна Пурш) сутма хăтланать. Ялти агитаторпа Мархвапа (Татьяна Кузнецова) та хирĕлсе илет. Симун (Вячеслав Ефимов) мухмăр чĕртме ыйтсан, эрехне кĕтмелле пама килĕшмест. Симун вара: "Эрех памасан, тавăрап-ха сана пĕрре!" - тесе тарăхса тухса каять. Çул çинче бригадирпа иккĕшĕ милици тумĕ тăхăнса спекулянткăна ăса кĕртме шутлаççĕ. Ял тухтăрĕпе (Светлана Михайлова) медсестра (Елена Пурш) килсе кĕрсен тин хĕрарăм хăйне чике тăршшĕ лартнине ăнкарса илет. Спектакль режиссерĕ - Зоя Васильева, художник-постановщикĕ - В.Ефимов, музыкине йĕркелесе пыраканĕ - Г.Русская.

Çапла савăнăçлă вĕçленчĕ уяв. Райадминистрацин социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Ю.Чайкина, Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.В.Чайкин тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн ертỹçи В.В.Петров фестивале хутшăннă артистсене чун-чĕререн саламласа Тав çырăвĕсем парса чысларĕç, ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

З.ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика