Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ хуралта

17 апреля 2015 г.

Хисеплĕ хуралта

Районта "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой" акцийĕн стартне йăнтăрчăсем хыççăн Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта йышăнчĕç.

Çĕнтерỹ ялавĕн копине хисеплĕ вырăна вырнаçтарчĕç. Вăрçăра вилнисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Хисеплĕ хурала 10 класра вĕренекенсем йышăнчĕç. Ялава йăтса ялăн аслă урамĕпе те утрĕç çав кун. Музейра та шкул ачисем ялав умĕнче хурал тăчĕç.

"Çак акцине вăрçă хирĕнче хăйсен кун-çулне шеллемесĕр пуç хунисене асăнса ирттереççĕ. Пире тăнăç пурнăç парнеленĕ паттăрсене ĕмĕр асра тытар",- терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров çамрăксем умĕнче.

Юбилей выставки уçăлчĕ

Енĕш Нăрвашри историпе асăну халăх музейĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă курав уçăлчĕ. Çар Мухтавĕн пỹлĕмĕнче ятарлă 4 стеллаж туса хатĕрленĕ. Унта Можайск, Норофоминск, Калуга çывăхĕнчи çапăçу хирĕсенче тупнă тĕрлĕ çар экспоначĕсене вырнаçтарнă. Çĕнĕ стендсенче - хальтерех шырав вăхăтĕнче тупнă вăрçă участникĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем.

Курав "Они сражались за Родину", "Копии наградных листов участников войны", "Листая семейный альбом", "Поисковая работа", "Солдатские судьбы", "Солдатская родословная", "Они вечно в нашей памяти" тата ытти пайсенчен, тĕрлĕ альбомсемпе папкăсенчен тăрать.

Çĕршыв хỹтĕлевçисен ячĕпе уçнă зал та юбилей умĕн чылай çĕнĕ экспонатпа пуянланчĕ.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: музейри çар пỹлĕмĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика