Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă калаçу пулчĕ

20 апреля 2015 г.

Олимп вăййисен чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева информкун йĕркинчи темăсенчен пĕрне районти хутлăхсем хушшинчи культура, библиотека тивĕçтерĕвĕн тата туризмăн тĕп çурчĕн коллективĕпе тĕл пулнă чух çутатса панă май, хăй çуралнă ялта та, Акшикре, халăх тирпейлĕхшĕн тăрăшнине палăртрĕ. Сăмахран, кунта пурăнакансем хăйсен вăйĕпе çул юсама укçа пуçтарнă. Кашни ялтах çапла тума пулать. Информкун йĕркинчи ытти ыйтусене те пăхса тухрĕ Е. Николаева. Уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленес тата паллă тăвас енĕпе ирттерекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн районта вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă 60 ытла палăк шутланать. Халлĕхе 22-ĕшне типтерлесе кирлĕ карта лартайман. Апла пулсан ĕçлемелĕх пур-ха. Хатĕрленỹ ĕçĕсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Информкун йĕркинчи ытти темăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В. Сергеев, хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ О.Кучук, Чăваш Республикин Федераци миграци службин управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Степанов, Раççей пенси фончĕн Çĕнĕ Шупашкарти управленийĕн юридици ушкăнĕн ертỹçи В.Иванова, Раççейĕн МЧС управленийĕн Чăваш Енри тĕрĕслев енĕпе ĕçлекен управленийĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Сапожников пăхса тухрĕç. Анлă калаçу нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли фонд çинчен пулчĕ. Совет влаçĕ чухне кун пек çуртсене патшалăх шучĕпе юсанă.Анчах 1990-мĕш çулсен вĕçĕнче çынсем пурăнмалли хваттерсене харпăрлăха куçарма пуçларĕç. Çапах та 2006-мĕш çулччен коммуналлă пулăшусемшĕн патшалăх дотаци парса тăнă. Çав тапхăртан пуçласа вара нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрасси – унта пурăнакан çынсен хăйсен тивĕçĕ. Халĕ çак ĕç ертсе пыракан компанисен тата хваттерсен харпăрлăхçисен юлташлăхĕсем урлă пурнăçланса пырать. Анчах та нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсама пĕр харăс нумай укçа кирлĕ. Ертсе пыракан компанисен ку ĕçе пурнăçлама «шăлĕ витмест». Çав вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕрсен фончĕ кунран-кун кивелсе, çуртсем юхăнсах пыраççĕ. Çавăнпа та пĕлтĕртен пуçласа çак ĕçе йĕркелессине патшалăх хăй çине илчĕ. Кун пирки ятарлă саккунсем те тухрĕç. Улшăнусене Раççей Федерацийĕн Кодексне те кĕртнĕ. Саккун тăрăх халĕ хваттерсен хуçисен тĕп юсав ĕçĕсемшĕн çирĕплетнĕ тариф тăрăх (2015 çулшăн кашни тăваткал метртан 5 тенкĕ те 50 пусран кая мар) кашни уйăхрах тỹлесе тăмалла. Анчах та хваттер хуçисен укçана икĕ майпа пуçтарма май пур. Пĕри - çурт хуçисен ятарлă счечĕ çине, тепри – регионти операторăн счечĕ çине. Кун çинчен эпир сире хаçатăн çитес вырăсла номерĕнче тĕплĕнрех каласа кăтартасшăн. Çурхи уй-хир ĕçĕсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Сергеев тĕплĕн,цифрăсемпе çирĕплетсе, каласа кăтартрĕ. -Çулталăк пуçланнăранпа районта 12 пушар пулнă, икĕ çын вилнĕ, икĕ çын аманнă,- пĕлтерчĕ Раççейĕн МЧС управленийĕн Чăваш Енри тĕрĕслев енĕпе ĕçлекен управленийĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Сапожников. Вăл пушарсен сăлтавĕсене те асăнчĕ, электропроводка тата электрооборудовани, мунча кăмакисем юсавлă пулманни, ачасем вутпа алхасни тата ытти те. А. Сапожников урамри çỹп-çапа çунтарнă чух та питĕ асăрхануллă пулма кирлине аса илтерчĕ. Информаторсен ушкăнĕ çав кун Шуршăл ялне те çитсе килчĕ, кунти Культура çуртĕнче ял халăхĕпе тĕл пулчĕ. Информкун йĕркинчи темăсене пăхса тухнисĕр пуçне хăнасем пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕç. Калаçу ытларах Шуршăл ялĕнче вырнаçнă çуртсене тĕпрен юсасси пирки пулчĕ. И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика