Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен аллинче ĕç вĕрет

14 апреля 2015 г.

 Чăваш хĕрарăмĕ. Мĕнлерех сăнлатăп-ха эпĕ чăн чăваш хĕрарăмне; Маншăн вăл сăпайлă та çепĕç, ырă та йăваш. Кил-çурта упраканскер ĕçчен те тарават. Чунĕпе те, сăнĕпе те кăмăллă вăл.

Вутлан ялĕнчи хĕрарăмсем пирки те ăшă сăмахсем кăна калас килет. Вĕсен сасси маншăн чĕкеç юрри, кулли - хĕвел шевли. Ăшă куллисем чуна çемçетеççĕ, шăкăл-шăкăл калаçăвĕсем чĕре патне пыраççĕ, çунат хушаççĕ. Ĕçчен аллисенче ĕç выляса çеç тăрать тейĕн. Акă Вутланта пурăнакан тĕрлĕ çулсенчи хĕрарăмсем хĕл кунĕсенче те пĕр-пĕринчен уйрăлмарĕç, М.Ястран ячĕллĕ ял библиотекине пуçтарăнса ал ĕçĕпе аппаланчĕç. Пĕрисем чăлха-нуски çыхрĕç пулсан, теприсем хăйсене валли кофта та маçтăрлама пултарчĕç. Пĕрле чухне кăмăлĕсем савăнăçпа тулчĕç, куçĕсем ăшшăн çиçрĕç. Библиотека заведующийĕ В.Лаврентьева кашнине кирлĕ те усăллă сĕнÿ-канашпа хавхалантарса тăчĕ. Вăл хĕрарăмсем ĕçпе ларнă вăхăтра рес-                           публикăра тата районта пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарма май килтерчĕ. Светлана Еремеева, Нина Трофимова ал ĕç кружокне çÿрекенсенчен чи активлисем пулчĕç. Вĕсем кашниншĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç.

Çапла, чăннипех те маттур Вутлан тăрăхĕнчи хĕрарăмсем, килти хуçалăхра та кунĕн-çĕрĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, кулленхи пурнăçра та хастар.

Анатолий ГОРШКОВ, Вутлан ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика