Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем тĕрĕçĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ

03 апреля 2015 г.

Шупашкарта республикăри культурăпа халăх пултарулăхĕн Керменĕнче тĕрĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ. Унта ача-пăча студийĕсен, лабораторисен, мастерскойсемпе кружоксен ертÿçисем хутшăннă. Районсемпе хуласенчи вăтăра яхăн тĕрĕçĕ мăн асаннесенчен куçнă пултарулăха кăтартнă, пилĕк сехет хушшинче кĕскĕ тĕрленĕ. Кĕскĕ - кăкăр умĕнчи тĕрĕ. Асăннă конкурс иккĕмĕш хут иртнĕ, ăна ятарласа ачасемпе ĕçлекенсемпе йĕркеленĕ. Тÿресем ĕçсене пысăк хак панă. Конкурсра Юнтапа шкулĕнче технологи предметне ертсе пыракан Светлана Константинова иккĕмĕш, Элĕк шкулĕнчи Татьяна Петухова виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Конкурса Элĕкрен Вера Степанова та хутшăннă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика