Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çуллахи канăвĕ аслисенчен нумай килет

11 апреля 2015 г.

Шкул ачисен çуллахи хаваслă каникул кунĕсем пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. çавна май пирĕн, çитĕннисен, вĕренекенсен канăвне усăллă та çỹллĕ шайра йĕркелессишĕн пурин те тăрăшмалла. Вĕренỹ системинче вăй хуракансен те, влаç тытăмĕнче ĕçлекенсен те, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен те çитĕнекен ăрăвăн çуллахи кану кунĕсем усăллă та интереслĕ ирччĕр тесе тимлемелле. Тĕрĕссипе каласан, ку енĕпе тахçанах ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Акă, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен вара ачасене сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе çуллахи кану лагерĕсене яма путевкăсем илмелли кампани пуçланнă. Вăл çу уйăхĕн 30-мĕшĕчченех пырать. Паллах, çак путевкăсен хакĕсем тĕрлĕрен, вĕсене çемьен вăтам тупăшне шута илсе параççĕ. Путевка хакĕн пĕр пайне ашшĕ-амăшĕсем тỹлеççĕ. Чăваш Республикин çамрăксен политикин тата вĕрентỹ министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Петрова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал муниципаллă бюджет укçипе республикăра çавнашкал лагерьсенче канма 11594 путевка туянма палăртнă. Тепĕр майлă каласан, республикăра вĕренекен кашни 10-мĕш ача бюджет путевкипе хăйĕн сывлăхне хула тулашĕнчи лагерьсенче канса çирĕплетме пултарать. Пирĕн пысăках мар районти шкулсенче паян 1977 ача пĕлỹ пухать. Вĕсенчен 7 çултан пуçласа 15 çула çитнисем тĕрлĕ лагерьсенче канса хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал хула тулашĕнчи лагерьсенчи тăватă сменăра мĕнпурĕ 115 ача канĕ. Кунсăр пуçне, районти сакăр шкулта 573 вĕренекен хăйсен сывлăхне шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсене çỹресе çирĕплетĕ. Кун пек лагерьсем 1-мĕш номерлĕ гимнази, Кукашни, Хуракасси, Атăлçи, Урхас Кушкă, Шуршăл, Октябрьски хулари тĕп шкулсем çумĕнче ĕçлĕç. çавăн пекех Шуршăл, Хуракасси тата Октябрьски шкулĕсем çумĕнче аслăрах классенче вĕренекенсем валли те ĕçпе кану лагерĕсем уçма палăртнă. Вĕсенче 50 яхăн ача пулĕ. çамрăк экологсем, кадетсем, ỹнер тĕнчипе интересленекенсем тата ытти енпе пултарулăх кăтартнă ачасем валли «Романтика», «Изумрудная», «Соснячок», «Звездный» тата ытти лагерьсенче ятарлă сменăсем уçма палăртнă. Пирĕн районти шкулсенче вĕренекен ачасем вара çулсеренех хамăр тăрăхра илемлĕ вырăнта вырнаçнă «Белые камни» лагерьте канма кăмăллаççĕ. Кăçал та чылайăшĕ çакăнта хăйсен сывлăхне çирĕплетме кăмăл тунă. çуллахи хаваслă кану вăхăчĕ пĕр сисĕнмесĕр, хăвăрт иртсе каять, вăл кашни шкул ачишĕн усăллă та интереслĕ пултăр кăна.çакă, паллах, аслисенчен те нумай килет. С. КУЛИГИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика