Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон майпа пулăшупа тивĕçтереççĕ

07 апреля 2015 г.

Пĕрлехи портал урлă электрон майпа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем илме май пурри чылайăшĕшĕн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Асăннă çăмăллăхпа килтен е ĕçрен тухмасăрах усă курма пулать. Çакă çынна вăхăта перекетлеме май парать. Кунсăр пуçне патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе усă курнă чухне вăл е ку çĕре тăратмалли документсен шучĕ те пĕчĕкленет. Кун пек чухне гражданина унăн ыйтăвĕпе кашни тапхăрта мĕнле йышăну тунине пĕлтерсе тăни те вырăнлă.

Районта пурăнакансем www.gosuslugi.ru Пĕрлехи порталпа электрон майпа Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви тивĕçтерекен пулăшусемпе те усă курма пултараççĕ. Асăннă портал урлă Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче хĕç-пăшалпа усă курма ирĕк паракан лицензипе тивĕçтерекен, информаци центрĕсен, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн, дежурнăç чаçĕн пулăшăвĕсемпе çăмăллăнах усă курма пулать.

Андрей КОНСТАНТИНОВ, районти полици пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика