Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен ячĕпе ăмăрту

22 февраля 2013 г.

Ентешсен ячĕпе ăмăрту

Кĕтеснерсем 3 çул хушши ĕнтĕ Афган вăрçине хутшăннă В.Питрукова асăнса волейбол вăййине ирттереççĕ.

Шкулти спортзала февралĕн 16-мĕшĕнче палăртнă вăхăта тупăшăва хутшăнакансем пухăнчĕç. Вĕсем хушшинче - шкул ачисем, ял çамрăкĕсем тата районти ялсенчен килнĕ Афган вăрçин ветеранĕсем.

Туслăх тĕл пулăвне М.Краснова шкул директорĕ уçрĕ. Вăл Афган вăрçине хутшăннисене тав турĕ, В.Питруков биографийĕпе паллаштарчĕ, 1943 çулта Сталинград, Курск тăрăхĕсенчи çапăçусем çинчен те асăнса хăварчĕ. Унтан пухăннисене Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров спортсменсене тупăшура ăнăçу сунчĕ, спонсорсене тав турĕ.

Афган вăрçин ветеранĕсем Р.Сергеевпа А.Игнатьев та тухса калаçрĕç. В.Питруковăн мăшăрĕ И.Питрукова пухăннисене капланса килнĕ вĕри куççуль витĕр чĕререн тав турĕ. Вăл кунта Константин ывăлĕпе тата Таня хĕрĕпе килнĕ. Тупăшăва 5 ушкăн хутшăнчĕ: «Шкул ачисем», «Ветерансем», «Анат картишсем», «Хыçал картишсем - 1» тата «Хыçал картишсем - 2».

Çĕнтерÿçĕсем «Анат картишсем» пулчĕç. Вĕсем В.Питруков ячĕпе хатĕрленĕ куçса çÿрекен кубока илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çапла вара çитес тупăшуччен кубок «Анат картишсенче» упранĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăртусем малашне те тăсăлĕç, çамрăксене çарпа патриотизм тĕлĕшĕпе воспитани пама пулăшĕç. Çак вара сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика