Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача ырă, сывă çемьере çитĕнтĕр

22 февраля 2013 г.

Районти Культура çуртĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе иртнĕ районти пухăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. «Вĕренекенсене ырă, сипетлĕ, сывă çитĕнме вĕрентÿ учрежденийĕсемпе çемье тата общественноç пĕрле тачă çыхăнура ĕçлесси» тĕп темăпа доклад тунă.

Юрий Васильевич хăйĕн докладне РФ Президенчĕ В.Путин «РФ Вĕрентÿ çинчен» калакан федераллă саккунăн тĕп шухăшĕнчен пуçларĕ. Асăннă саккунра палăртнă тăрăх, ашшĕ-амăшĕсен прависене тата тивĕçĕсене палăртнă, ачасене çемьере воспитани парасси чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри пулса тăрать. Анчах та ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине тивĕçлĕ шайра воспитани памасăр вĕрентекен ăна паха пĕлÿ параймĕ. Çавăнпа та чи малтанах ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсен тачă çыхăнура ĕçлени кирлĕ. Юлашки çулсенче, шел пулин те, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне аслă ăрурисем сахалтарах çÿреççĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче 30 процента яхăн çеç пулаççĕ. «Шкулĕпе те пухăва çÿрекенсен йышĕ вăтамран 45 процентпа танлашать. Ку çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавăнпа та кун пирки вĕрентекенсен те, ашшĕ-амăшĕсен те тĕплĕн шухăшламалла», - терĕ Ю.Соколов хăйĕн доклачĕпе паллаштарнă май. Çавăн пекех вăл шкулсенче православи культурине вĕрентес ĕçе анлăлатмалли çинче те чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра çак предмета 4 класра вĕрентеççĕ. Юрий Васильевич шкул ачин хăйĕн ятарлă шкул форми пулмалли çинче те чарăнса тăчĕ. Шкул вĕрентĕвĕнче çарпа патриотизм теми пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнмалла.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче 3 çул хушшинче шкул çулĕнчи кашни иккĕмĕш ачанах ачасемпе çамрăксен спортне явăçтармаллине палăртнă. Кашни çулах районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Çамрăксем ырă, сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа уйăхлăх иртет. Кунта спорт мероприятисемпе пĕрлех ăс-хакăла аталантаракан мероприятисем йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра районта çул çитмен 5111 ача пурăнать. Иртнĕ çул 70 çемье уйрăлнă. 117 ача ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă. «Хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене шута илсе вĕсене май пур таран пулăшма ыйтса каласшăн», - терĕ Ю.Соколов.

Юрий Васильевич районти шкулсенче вĕрентÿ системине модернизацилес ĕç еплерех пулса пынипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Ю.Соколов ачасен шкулти апатланăвĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хăш-пĕр шкулсенче ку ĕç кирлĕ шайра пурнăçланса пыманнине те асăнса хăварчĕ.

Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕ. Вăл пирĕн республикăра (юлашки 20 çулпа илес пулсан) кăçал пуçласа ачасем çураласси ÿснине палăртрĕ. Ку вара демографи лару-тăрăвне лайăхлатса пырать. Çавна май ача сачĕсем, шкулсем хăпартассипе тĕллевлĕ ĕçлеме палăртнă. Кăçал Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан тĕп шкула хута яма палăртнă. Хальхи вăхăтра кунта ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Унсăр пуçне 140 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тăвассипе те проектпа смета документацисем хатĕрлеççĕ. «Пирĕн тĕллев - çамрăк ăрăва пур енлĕн вĕренме, аталанма майлă условисем туса парасси, вĕсене ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшса пырасси, ашшĕ-амăшĕсем валли районта ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пулăшасси», - терĕ К.Никитин.

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче çавăн пекех райадминистрацин юридици пайĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Н.Борисова, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулăн вĕрентекенĕ Ю.Соколова, районти тĕп больницăн врач-педиатрĕ Е.Васильева, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн специалисчĕ А.Лукина, Тихвински Турă Амăшĕн турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика