Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашри çамрăк тĕпчевçĕсем

27 марта 2015 г.

Енĕш Нăрвашри çамрăк тĕпчевçĕсем

Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарса сăнама, тишкерме хăнăхтараççĕ. "Кермен" ача садĕнче опытсем тума пĕчĕкскерсем çуллахи кунсенчех пуçăнаççĕ. Çут çанталăка упрама, çỹп-çапа пухса тирпейлеме мĕн пĕчĕкренех вĕрентни кирлĕ.
Луиза Николаевна Павловапа пĕрле "Таса çут çанталăк" проекта хутшăнса, акă, сиен кỹрекен япаласем çинчен ăнланма, тĕрлĕ меслетпе усă курса хăш продукт хăçан çĕрнине, çимĕçсен сиплĕхне пĕлме тăрăшрĕç.

Луиза Васильевна Лукина воспитательницăпа экспериментсем урлă кирлĕ япала шыраса тупса вăййа малалла тăсма, кăткăс ыйтусем çине хуравласа пĕтĕмлетỹ тума вĕренсе пынине те ырламалла. Хăйсен проектне "Ырă кăмăллă электричество" ят панă ку ушкăнри тĕпчевçĕсем.

Людмила Васильевна Евдокимова 5 çулхи Пашăпа "Лимонадри сывлăш хăмписен вăрттăнлăхĕ" темăна тишкерчĕç. "Пахчара ỹсекен улма-çырла сĕткенĕн сиплĕхĕ чылай усăллăрах", - тесе пĕтĕмлетỹ турĕç.

Мария Георгиевна Васильева аслă ушкăнра çỹрекенсене тĕрлĕ пусма-таварпа паллаштарчĕ. Вĕсемпе те тĕрлĕ тĕпчевсем ирттерме пулать иккен.
Ача садĕнченех шăпăрлансене опытсем тума, сăнама, танлаштарма вĕрентни пĕлĕве, тавракурăма ỹстерет, кĕнекепе туслаштарать.




Л.ЛУКИНА. Енĕш Нăрваш ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика