Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалахе варса суленче иртне

19 января 2013 г.

Урамра туя çине тайăнарах утакан М.Давыдова курсан никам та шутламасть колхозра, совхозра çур акине ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн ирттерекен акатуйсенче, çавăн пекех çамрăксен вăйă-тапписенче икĕ пăтлă кире пуканнне ăмăрту-тавлашусенче алă вăйĕпе 80-100 хутчен çĕклекен пăхаттир пулнă тесе. Кире пуканĕ çĕклессипе çеç мар, хăй ĕçлекен комбайнпа совхозра тыр-пула пуçтарса кĕрес тĕлĕшпе ăста-комбайнер пулнă.

Энтрияль ялĕнче 1932-мĕшĕнче Давид Карпович Карповпа Ираида Леонтьевна Леонтьева çемйинче кун çути курнă. Çемьере тăваттăмĕш ача пулнă, анчах та ун умĕнхи, хыççăнхи ачасем пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Тăхăр çула кайнă Мишша вăрçă пуçланнă çул пĕрремĕш класа кайнă. Çурхи тырăсен пуссинче çум çумланă, тырă та вырнă. Мишшан ашшĕ Турра ĕненнĕ, колхозра ĕçлемен. Аппăшĕ, Машук, ялти вăй-питти арçынсене вăрçа илсе кайсан, ялта ватă-вĕтĕсем, хĕрарăмсем çеç юлсан, уй-хир бригадин пуçлăхĕнче вăй хурса ĕçлеме тытăнать. Вăрçă çулĕсенче уй-хир бригадин пуçлăхĕнче ĕçлеме çăмăл пулман. Колхозниксем ĕç кунĕсемшĕн ĕçленĕ. Çулталăк вĕçленсен ячĕшĕн пĕр ĕç кунĕшĕн 100-200 грамм тырă паркаланă. Колхозри ĕçе пурне те алă вăйĕпе тунă. Лашасен вăйĕпе суха туса тырă акнă, тырă вырсан кĕлете кĕртнĕ, каçхине лаша вăйĕпе ĕçлекен молотилкăпа авăн çапнă, лашисене хăвалакансем шкул ачисем пулнă. Тăван ялта тулли мар вăтам шкулта 7 класс вĕренсе пĕтерсен Михаил Давыдович плугарьте ĕçлеме тытăнать. Вăрмарти МТСра хĕллехи вăхăтра трактористсене хатĕрлекен курс уçăлсан виçĕ уйăхлăх курсра вĕренсе тракторист свидетельствине илсен, çур аки вăхăтĕнче Вăрмарти МТСăн 12-мĕш трактор бригадинче трактористăн пулăшаканĕ пулса тăрăшать. 1951-мĕш çулăн вĕçĕнче М.Давыдова Хĕрлĕ çар ретне илеççĕ. Виçĕ çул ытла Закарпатски çар округĕнче çар тивĕçне пурнăçласан тăван яла таврăнать. Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăхĕн механизаци училищинче комбайнер специальноçне алла илет. Ун хыççăн Казахстана çĕнĕ çĕрсем уçма каять. Виçĕ çул хушши кунта тухăçлă тыр пул туса илессишĕн тăрăшса вăй хурать. Тăван ялне таврăнсан Вăрмарти МТСра комбайнер ĕçне пуçăнать. МТСсене реорганизаци туса ял хуçалăх техникине колхозсен аллине парсан М.Давыдов тăван ялти «Гигант» колхозра, кайран, совхоз йĕркелесен, пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештерсе пысăклатсан, Пысăк Енккассинчи XXV-мĕш партсъезд ячĕллĕ совхозра механизатор пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшса ĕçлет. Унăн тăрăшуллă ĕçне, хастарлăхне, çитĕнĕвĕсене палăртмасăр хăварман. Ăна хаклă парнесем, Тав хучĕсем парса чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. 2012-мĕш çулта 80 çул тултарчĕ. Вăл ялта хисеплĕ çын, хисепе хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе тивĕçнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика