Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çурхи пике - 2015"

13 марта 2015 г.

Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче çавнашкал ятлă мероприяти пулнă. Унта хутшăнма 16-24 çулсенчи 14 пике заявка тăратнă малтан. Улттăшĕ конкурс финалне тухнă.
Уява машинăсем тăвакан технологине вĕрентекен техникум студенчĕ Алексей Петровпа культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева уçнă. Вĕсем пухăннисене уявпа саламланă, çирĕп сывлăхпа телей, çемьере туслăх, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм суннă.
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхне Виталий Петрова, ял тăрăхĕн депутатне Светлана Михайлована, "Тĕпел" ансамбль ертỹçине Галина Сергеевана, "Красная Чувашия" ЯХПК председательне Виктор Шутова тата Галина Наумована жюри членĕсене суйланă.
Конкурса хутшăнакансем хăйсемпе паллаштарнă, ташланă, юрланă, апат-çимĕç хатĕрленĕ, "Нарспи" поэмăна вуланă, асăннă произведенипе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă тата ытти те.
Пĕтĕмлетỹсем хыççăн "Çурхи пике-2015" ята Елена Пурш, "Пултаруллă пике" - Дина Русская, "Илемлĕ пике" - Кристина Степанова, "Кăмăллă пике" - Кристина Данилова, "Чăнкă пике" - Евгения Гурьева, "Сăпайлă пике" тата "Куракансем кăмăлланă пике" ятсене Валентина Тихонова тивĕçлĕ пулнă. Хĕрсене дипломсем, парнесем, чечек çыххисем панă. Асăннă мероприятие ирттерме пулăшнисене - ашшĕ-амăшĕсене, жюри членĕсене, В.Шутов, В.Филиппов, Л.Николаева, В.Софронов, А.Бикинина спонсорсене тав тăваççĕ йĕркелекенсем.


А.АЛЕКСАНДРОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика