27 февраля 2015 г.
27 февраля 2015 г.
Ехремкассинчи культура çуртĕнче «Вĕсенче - тĕнче историйĕ» çар фотоальбомĕсен куравне уçнă. Куравăн тĕп задачи - çамрăксене тата çитĕнсе пыракан ăрăва хальхи çар тата салтак пурнăçĕпе паллаштарасси. Куравра Евгений Аверкиевăн, Дмитрий Андреевăн, Василий Волковăн, Станислав Павловăн, Максим Никандровăн, Александр, Владимирпа Сергей Петровсен фотоальбомĕсемпе усă курнă. Мероприятие хутшăнакансем салтак пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Ачасем кашни фотоальбома тишкерчĕç, тĕрлĕ ыйту пачĕç. Сăн ÿкерчĕк хуçисем аса илÿ авăрне путрĕç.
Алена СУДМАН.