Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа районта пулнă

11 марта 2015 г.

Мартăн 7-мĕшĕнче ĕçлĕ çулçỹрев вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче пулнă. Тĕлпулăва ял поселенийĕсен депутачĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, вырăнти актив хутшăннă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин, вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдиновпа Петр Краснов хутшăннă. Пухăннисемпе пĕрле пуçлăхсем 2015 çулта бюджетсене шайлаштарас, экономикăна пĕр пек лайăх аталантарас, районсенче социаллă пурнăçа кирлĕ шайра тытса пырас ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хальхи вăхăтри лару-тăру Чăваш Ен Правительствине республикăн пĕрлештернĕ бюджетне тепĕр хут пăхса тухма хистенине каланă. Бюджета укçа-тенкĕ туллин пуçтарăнманнине кура, çĕнĕ инвестици проекчăсемпе асăрханса ĕçлемеллине каланă. Анчах пуçланă проектсен чи кирлĕ ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе вĕсенчен хăшне халех, хăшне каярах пурнăçламаллине çирĕппĕн палăртмалла. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи Указĕсенче бюджет тытă-мĕнче вăй хуракансем тĕлĕшпе палăртнă тивĕçсене пурнăçлас енĕпе уйрăмах тимлĕн ĕçлемелли пирки асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Паян ял тăрăхĕнче пурăнакансене апат-çимĕç инфляцийĕ питех чăрмантараймĕ, вĕсем хăйсен кил хуçалăхĕнче пахча çимĕç, выльăх-чĕрлĕх пăхса çитĕнтереççĕ, хĕллене юр-вар хатĕрлеççĕ. "Йĕркеленнĕ лару-тăру пирки ытлашши илемлетсе калама кирлĕ мар, мĕн шантарнине туллин пурнăçлаймăр", - тенĕ вырăнти ертỹçĕсене республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи ăнăçлă ĕçсене палăртнă, вырăнти администрацисене тата депутатсен йышне хăш енĕпе ытларах тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă. Предпринимательсем хăйсем патĕнче тăрăшакансене кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтернипе тивĕçтерменнине тĕплĕн тĕрĕслемеллине, бюджета кĕрекен ытти тупăшсемпе çыхăннă ыйтăва та куçран вĕçертме юраманнине асăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем республика Пуçлăхне çакăн пек тĕлпулусем йĕркеленĕшĕн тав тунă. Паян ялсенче социаллă пурнăçпа экономика лайăх аталанать. Медицинăпа вĕренỹ пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин пахалăх шайĕ ỹссе пыни те куçкĕрет. Ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайни пурне те савăнтарать. Сывлăха çирĕплетме кашни районта спорт комплексĕ пур. Республика Пуçлăхĕ тĕл пулăва пухăннă халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă, хĕрарăмсене Мартăн 8-мĕшĕпе саламланă, вĕсем арçынсене малалла ăнтăлма яланах вăй кỹрсе тăнине палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика