Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă учитель, спортсмен, тренер

04 марта 2015 г.

Александр Михайлович Ноздрина районти спортпа туслă çынсем пурте пĕлеççĕ тени йăнăш пулас çук. Вăл Улатăр районĕнчи Атрать ялĕнче 1955 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. 1976 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренсе пĕтернĕ.

1978 çулта Чупай шкулне килнĕ. Шкулта ĕçлеме пуçласанах физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе палăрмаллах çитĕнÿсем тума пуçланă. Çирĕп дисциплинăллă педагог тĕрлĕрен секцисем йĕркеленĕ. Вăл киличчен вĕренекенсем шкулта футболла тата волейболла кăна вылянă пулсан, паян вара шкулта çăмăл атлетика, йĕлтĕр, футбол, волейбол, баскетбол, гандбол, сĕтел çинчи теннис енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Шкулта вĕренекен пултаруллă спортсменсем районта, республикăра, çĕршывра ирттерекен ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартаççĕ. А.Ноздрин тăрăшнипе тăван «Дружба» колхоз тата шкул командисем «Сăран мечĕк» ăмăртăвĕсенче темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕсем пулнă.

2009 çулта Чупай шкулĕнчи çăмăл атлетсен команди «Советская Чувашия» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ эстафетăра республикăри тĕп шкулсен командисем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Хăй те вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. 2006 çулта чупма юратакансен республикăри «Элара» клубăн членĕ пулнă май, шоссе çинче чупассипе Королев хулинче ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче 10 километрлă дистанцире пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Халĕ вăл республика, Раççей шайĕпе ирттерекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнать, лайăх кăтартусемпе савăнтарать. 2012 çулхи июлĕн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа ветерансем хушшинче Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионтан тата çывăхри ют çĕршывсенчен 600 çын ытла хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре А.Ноздрин 55-60 çулхи ветерансем хушшинче 5 тата 10 çухрăмлă дистанцисенче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Унăн воспитанникĕсенчен Е.Храмова çăмăл атлет спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çăмăл атлетикăпах - И.Горблюк, Т.Иванова, Л.Агапова спорт мастерĕн кандидачĕсем. Л.Тепловапа А.Константинова Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăннă.

Раççей Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ Александр Михайлович Ноздриншăн пысăк награда, унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хаклани.

Вăл çавăн пекех аслă категориллĕ квалификацине, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Аслă учитель», «Учитель-методист» ятсене тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

А.ХОВАНСКИЙ

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика