Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта смотр иртрĕ

26 февраля 2015 г.

Нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш Сурăм шкулĕнче оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхне тĕпе хурса çитĕнсе пыракан ăрăва ăс-хакăл пуянлăхĕ енĕпе аталанма, харпăр хăй ăнланулăхне ÿстерме «Статен и строен - уважения достоин» стройпа утма хатĕрленмелли смотр иртрĕ. Унта 5-11 классем хутшăнчĕç.

Смотрта Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Павлов, ЧР Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар комиссариачĕн начальникĕ Александр Кочуров пулчĕç, пухăннисене çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕç.

Стройпа утма хатĕрленни ачасене чăтăмлă пулма вĕрентет. Кашни ушкăн хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. 11-мĕш класра пĕлÿ илекенсем пуринчен те маттуртарах пулчĕç, малти вырăна тухрĕç.

                                    К.Громов.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика