Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чылай улшăну музейра

20 февраля 2015 г.

Чылай улшăну музейра

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхĕ вăхăтĕнче пневматикăллă винтовкăран персе ăмăртасси, классенче паттăрлăх урокĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Çак кунсенче шкул ачисем ялти историпе асăну музейĕнче пулчĕç. Вĕренекенсене ытларах çар пỹлĕмĕсенчи çапăçу хирĕсенче тупнă "экспонатсем" кăсăклантарчĕç. Вĕсен шутĕнче - Дектярев пулемет дискĕсем, тĕрлĕ калибрлă гильзăсемпе снаряд ванчăкĕсем, танкăн хăш-пĕр пайĕсем. Кунтах нимĕçсен трофейлă пысăк калибрлă пулемечĕн пайĕсемпе шăтса пĕтнĕ нимĕç каски те пур.

Веер пек уçăлакан стенд çумне хальтерех тупнă вăрçă участникĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Граждан вăрçин участникĕсен стендĕнче те чылай улшăну пур.

Вĕренекенсем хăйсен аслă аслашшĕсен, кукашшĕсен вăрçă хирĕнчи шăпипе те интересленчĕç.

О.ЯРМУЛИН, вĕрентекен.

Сăн ỹкерчĕкре: музейри çар пỹлĕмĕпе паллашаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика