Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чулкассем спортпа туслă

16 февраля 2013 г.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем çĕршывăн тĕрекĕ пулнине кашни ăслă-тăнлă çын ăнланать. Çавăнпа та тĕрлĕ шайри предпрнимательсем те, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем те хăйсен тÿпине хывса тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ Хĕлле - йĕлтĕр чупăвĕн вăхăчĕ, çавăнпа та çак вăхăтра йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем иртеççĕ. Нумаях пулмасть Чулкас ял тăрăхĕнчи Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн Л.Павлов ячĕпе ăмăртусем иртрĕç. Пĕрремĕш çул кăна иртмен тупăшăва тĕрлĕ çулхи сахал мар спортсмен хутшăнчĕ.                                                                                                            Старт умĕн йĕлтĕрçĕсене район администрацийĕн организаципе контроль пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Павлов - ăмăртушăн «айăпли», ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев саламласа яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вăй-хал, тупăшура мала ăнтăлма чи ырă сăмахсем каларĕç.                                                                                               Старта тухма хатĕрленнисене хĕвел хăйĕн «куллипе» саламларĕ. Пуçланчĕ вара ăмăрту. А.Пушкинăн «Полтава» поэминчи пĕр йĕрке (паллах, чăвашла куçарса) аса килчĕ: «Шывпа çулăм ак тĕл пулчĕç...» Чулкассем хăйсем маттуррине çирĕплетрĕç. Ытти цифрăсен сăмаххипе. 1-4 классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче В.Степанова, 5-7, 8-9 классенчи çамрăк чупуçăсенчен М.Порфирьева, А.Уливанова старта пĕрремĕш çитрĕç. Çак ушкăнсенчи арçын ачасенчен А.Александров, В.Егоров, Д.Филиппов чи маттуррисем пулчĕç. Ăмăртăва шкул ачисемсĕр пуçне аслă спортсменсем хутшăнни те кăмăла çĕклерĕ. 30-39 çулхи хĕрарăмсенчен И.Иванова, 40-49 çулхисенчен С.Уливанова, 50-59 çулхисенчен Т.Максимова, 60 çултан аслисенчен Н.Петрова пьедесталăн çÿлти пусăмĕ çине хăпарчĕç. 20-29 çулхи çамрăк арçынсенчен пĕрремĕш вырăна В.Павлов тухрĕ,40-49 çулхисенчен чи маттурри В.Паденьков пулчĕ, 50-59 çулхисенчен В.Соборов, 70 çулхисенчен аслисенчен В.Васильев уйрăмах пултаруллă пулнине кăтартрĕç. Кашни ăмăрту çĕнтерÿсене чысланипе вĕçленет. Ку хутĕнче те вĕсем Хисеп хучĕсемпе пылак призсене тивĕçрĕç. Л.Павлов депутат ячĕпе иртекен ăмăрту çитес çул та пулĕ. Çакă çамрăксене те, аслă ăрури çынсене те спортпа туслашма пулăшĕ

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика