Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм пурри савăнтарать

17 февраля 2015 г.

Районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн 10-мĕш номерĕпе тĕплĕн паллашрăм. Элĕк районĕн 2014 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2015 çулхи тĕллевĕсем çинчен нумай енлĕ те тарăннăн çутатса кăтартнă. Ăнлануллă пултăр тесе диаграммăсем ÿкернĕ, танлаштарусене цифрăсемпе çирĕплетсе панă.

Район хăйĕн аталанăвĕпе çирĕпрех малалла утăмсем туни чуна савăнтарать, обшество ĕçĕсене те лайăх туса пыма хистет, хавхалантарать. Районти пилĕк пин ытла ветерансемпе пенсионерсене 24 вырăнти ветерансен организацийĕ пĕрлештерсе тăрать. Организацисен ĕçĕсене лайăхлатас тесе пленумсем ирттертĕмĕр, семинарсем турăмăр. Ветерансен вырăнти организацийĕсене опытлă, пултаруллă ертÿçĕсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ, чылай мероприятие пĕрле ирттереççĕ. Вырăнти ветерансен канашне кашни ялтан пĕр член кĕртме сĕнтĕмĕр. Çакăн пек туни ялти пĕччен пурăнакан ватăсене асăрхаса тăма пулăшать, канашăн членĕсем социаллă ĕçченсем пекех çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Юнтапари ветерансен организацийĕ (ертÿçи - Н. Иванов) çичĕ ялăн ветеранĕсене пĕрлештерсе тăрать, çавăнпа та вĕсем канаша çичĕ çын кĕртеççĕ. Вĕсен ĕçĕнче ырă енсем нумаййине асăрхама пулать. Çакăн пек пулăм Вырăс Сурăм (В. Андреева), Мартынкасси (В. Архипов), Чăваш Сурăм (В. Данилова), Йăлкăш (Е. Семенова), Элĕк (Г. Иванов), Питĕшкасси (Г. Софронова), Шĕмшеш (М. Носиков), Мăн Вылă (В. Максимов), Тавăт   (В. Никандров), Хирлеппуç (О. Антонова), Ураскилт   (Л. Антонов), Тени (Е. Осипова), Ехремкасси (В. Васильева), Карачура (Л. Матвеева), Вутлан (И. Ефимов) тата ыттисенче пуррине калама кăмăллă. Халĕ ветерансем Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлĕ кĕтсе илессишĕн тăрăшаççĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Ветеран» халăх хорĕ ятарлă план-графикпа килĕшÿллĕн районти шкулсенче пуласшăн, ăна шкул директорĕсемпе канашласа çирĕплетнĕ. Хор членĕсем шкул ачисемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулусем ирттересшĕн, вĕсене патриотизмлă воспитани пама пулăшасшăн, лайăх ÿссе аталанса пыма Тăван çĕр-шывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулма вĕрентесшĕн. Çавăн пекех программăра концерт та пулĕ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен канашĕн

председателĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика