Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нарăсăн 18-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

17 февраля 2015 г.

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртĕ. Унăн теми - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ. Унсăр пуçне информаци кунĕнче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн «Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкне ирттересси çинчен» 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 426-мĕш номерлĕ Указне пурнăçа кĕртессине тата пенси тытăмне çĕнетсе улăштарнин ыйтăвĕсене пăхса тухĕç.

Информаци ушкăнĕсем Элĕк, Ехремкасси, Мăн Вылă, Крымсарайка, Шĕмшеш, Юнтапа тăрăхĕсене çитсе курĕç, халăхпа тĕл пулу ирттерĕç, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе актуаллă ыйтусене пăхса тухĕç. Çавăн пекех граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика