Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ытларах пурнäçлама пĕрле ĕçлемелле

11 февраля 2015 г.

Район администрацийĕн  кунĕсем кäçал вырäнсенче активлä та тухäслä  иртнипе палраççĕ. Пĕрлехи тĕлпулусене ял  çыннисемпе  пĕрлех вырäнти ял тäрäхĕн пуçлäхĕпе,  специалисчĕсем,   тĕрлĕ шайри депутатсем,  район администрацийĕн пуçлäхĕ  е унäн çумĕсем,   яваплä специалистсем,   полиции сотрудникĕсемпе сывлäх хуралçисем, пушар хуралĕн  ĕçченĕсем хутшäнаççĕ. Çĕнĕ çул вäй илсе пын май иртн çулхи  ĕçсене кашни отрасльтех птмлетнĕ ĕнтĕ.  Çавäнпа та çитменлĕхсене пĕтерсе çĕнĕлĕхсене пурнäçа кĕртмелли кашни утäм  паян паллä. Вĕсемпе ыттисене те паллаштарни мал туртäмлä аталанäвäн пуçламäшĕ пулса тäрать те.

«Пирĕн ял тäрäхĕ – хамрäн кил. Àна эпир хамäр кäна хäтлäрах тäвайратпäр – урäхла çул çук», - çапла пĕтĕмлетрĕç Муркаш ял тäрäхĕнче район администрацийĕн кунне ирттерме хутшäннисем.  Çак тĕллеве пурнäçа кĕртессипе райцентрти культурпа кану центрĕнче февралĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи  пухура ял тäрäхĕн пуçлäхĕн  С.Ермолаевäн  тĕп докладне сÿтсе явма  хутшäнса  кащниех харпäр хайĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем халäх умне хäйсен сĕнĕвĕпе тухрĕç, äна пурнäçа кĕртмелли çул-йĕре уйрäм тĕслĕхсемпе кäтартрĕç.

Ĕçлĕ пухäва район администрацийĕн пуçлäхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин  тата вырäнти  хäй тытäмлäх  органĕсемпе ĕçлекен  пай ертÿçи Л.Тарасова уçрĕ. Лилия Юрьевна районн иртнĕ çулхи экономикпа социаллä пурнäç аталанäвĕпе  паллаштарнä хыççäн  районти тата Муркаш ял тäрäхĕнчи  строительство  ыйтäвĕсем çинче район администрацийĕн пуçлäхĕн çумĕ – капиталлä строительство тата обществäлла инфраструктура аталанäвĕн пайĕн ертÿçи  В.Никитин чарäнса тäчĕ.  «Çын çурт çавäрть, çул-йĕр тäвать пулсан – вäл пурäнать, Муркаш ял тäрäхĕ ку енĕпе  пурнäçпа тан пырать», - терĕ Владимир Германович строительствäн тĕрлĕ енĕсем çинче тĕплĕн чарäнса тäрса.

Тĕл пулäва пухäннисене тĕп отчетпа  - Муркаш ял тäрäхĕн 2014 çулхи аталанäвĕ» -  ял тäрäхĕн пуçлäхĕ С.Ермолаев паллаштарчĕ.

- Ял тäрäхĕн администрацийĕн тĕп тĕллевне эпĕ çак тäрäхра пурäнакансем валли йĕркеллĕ пурнäç условийĕсем туса парассинче, тухäçлä ĕçлеме  тата йĕркеллĕ канма çул уçассинче,    обществäлла йĕркеллĕхе  сыхласа хамäр  граждансене  хäрушсäрлäхпа тивĕçтерессинче куратäп. Вĕсене пурнäçлассинче ял тäрäхĕн депутачĕсемпе,  вырäнти предприятисен ертÿçисемпе,  хастар ял çыннисемпе нумай ĕç пурнäçларäмäр  пулин те,  татса паман ыйтусем те сахал мар-ха.  Вĕсене эпир курса тäратпäр, сирĕнпе пĕрле пулсан  çак ыйтусене те  вäхäтра татса парасса шанатäп»,  - терĕ Сергей Николаевич пухäва пынисене уçä та ĕçлĕ калаçäва чĕнсе.

5 ялти 4770 çын пурäнакан ял тäрäхĕн пурнäçĕ – вырäнти бюджетпа тачä çыхäнура.  Муркаш ял тäрäхĕ, тĕслĕхрен,  пĕлтĕр бюджетäн  тупäш пайне 23 миллион та 411 пин тенкĕлĕх пурнäçланä, Ку виçе – планпа пäхнин 103 проценчĕ, Çакäнта  ял тäрäхĕн хäйĕн тупäш çулĕ ÿсни те курäнать. Вäл иртнĕ çул 9 миллион та 517 пин тенкĕпе (планпа пäхнин 107Ĕ8 проценч) танлашнä. Ку çул ял тäрäхĕн малашлäх пурри, хущма резервсемпе ытларах усä курма май пулни пирки калать.

Ял тäрäхĕнче пурäнакансен пурнäç условийĕсене лайäхлатас  тĕллевпе «Пурäнмалли çурт-йĕр» программäн «Çамрäк çемьесене пурäнмалли çурт-йĕрпе  тивĕçтересси» çум программипе 7 çемьене социаллä тÿлев панä, «Ялсен социаллä аталанäвĕ» тÿллевлĕ программäпа  тепĕр  2 çемье хäйĕн пурнäç условийĕсене лайäхлатнä. Икĕ çамрäк çемье  ипотека кредитне саплаштарма ЧР пуçлäхĕн «Çамрäк çемьесене   пурнäç условийĕсене лайäхлатма паракан  патшалäх пулäшäвĕн хушма енĕсем çинчен» Указĕпе килшÿллĕн субсиди илсе тäраççĕ.

Ял тäрäхĕн уйрäм ĕçĕ вäл – ялта пурäнакансем çĕрсемпе  тухäçлä усä курнине тĕрĕслесси, тäван ене тирпейлĕ тытасси. Çак ĕçсене пурнäçласа  ял тäрäхĕ иртнĕ  çул ялсенчен  тата санкцилемен  çÿп-çап  вырäнсене  тасатса йäлари  хыт каяшäн ятарлä полигонне 91 тонна çÿп-çап   илсе тухнä.  Апла пулин те  хальлĕхе ку ыйтäва  Малиновкäра, Çурлатринче, Шаптак Муркашра, Çĕньял Муркашра  тĕппипех татса панä теме çук-ха.

Уçä калаçура малашнехи ĕçре шута  хумалли пайтах пулчĕ. Çакна  хäйĕн пĕтĕмлетÿ сäмахĕнче Муркаш ял тäрäхĕн администрацийĕн пуçлäхĕ С.Ермолаев йышäнчĕ, кäçал вĕсене шута  хурса ĕçлеме щантарчĕ.

Çак кунхи тĕл пулура  право йĕркелĕхĕпе паллаштарса  полицин  уполномоченнäйĕ А.Николаев  уйрäм тĕслĕхсем  çинче чарäнса тäчĕ.  Раççей шалти  ĕçĕсен  министерствин районти  пайĕн пуçлäхĕ Е.Плечов районти криминогенлĕ лару-тäрупа паллаштарчĕ. Саккунлäха пäхäнасси çинчен район  прокурорĕн çумĕ Ю.Семенов каласа пачĕ.

Патшалäх пушар надзорĕн районти ертÿçи К.Косачев районти пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкпе  паллаштарнä хыççäн ку енĕпе Муркаш ял тäрäхĕнче еплерех лару-тäру пулнине сäнласа пачĕ.

Ял тäрäхĕн депутачĕ А.Куликов ирĕклĕ халäх дружинисем  пирки сäмах хускатрĕ. Пухäва  хутшäннä депутатсен районти Пухäвĕн  депутачĕсем В.Данилов, Л.Андреев, Ф.Григорьева ял тäрäхĕнчи  тирпейлĕхпе перекетлĕх ыйтäвĕсене малашне те тимлĕхсĕр хäварас марри  пирки калаçрĕç.

Сäмаха район администрацийĕн пуçлäхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсенĔ право енĕпе тивĕçтерессин  тата вырäнти  хäй тытäмлäх  органĕсемпе ĕçлекен  пай ертÿçи Л.Тарасова каланипе вĕçлес килет. «Харпäр хäй аллипе тунипе ял  çыннисем  те тирпейлĕрех пуласси иккĕлентермест. Ял тäрäхĕсен кулленхи ĕçĕнче  çакна шута  хуни  нумай ыйтäва  вäхäтра  татса пама пулäщать. Пурте пĕр  тĕллевлĕ ĕçлесен ыйтусем те сахалрах пулаççĕ», - терĕ Лилия Юрьевна вырäнти  нумай  ĕçе  депутатсене  тата ялти  активпа  тäрäшуллä та маттур  çынсене ытларах  явäçтаранипех татса пама май пуррине ытти ял тäрäхĕнчи  уйрäм  тĕслĕхсемпе çирĕплетсе.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика